Амăшĕн капиталĕпе усă курса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:19 Просмотров: 33

 

Юлашки сакăр уйăхра Чăваш Республикинчи 1100 çемье амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Ку тĕллевпе пĕтĕмпе 128,9 млн тенкĕ уйăрнă.

Çемьесем ку укçа-тенкĕпе çапла усă курнă: 603 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма - 111,5 млн тенкĕ* 322 çемье пĕр хутчен тÿлеве илнĕ - 6,4 млн тенкĕ* 157 çемье ачисене вĕрентнĕ çĕре янă - 7,3 млн тенкĕ* 19 çемье автомобиль туяннă - 3,7 млн тенкĕ. Программа ĕçлеме пуçланăранпа, 2012 çултан, патшалăх пулăшăвĕпе 17974 нумай ачаллă çемьене 1592,5 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Республикăри амăшĕн капиталĕн виçи хальхи вăхăтра 200 пин тенкĕпе танлашать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика