Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин та çапла çирĕплетет. Массăллă информаци хатĕрĕсем кăçалхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Саров хулинче йĕркеленнĕ çĕршывăн йĕтре отраслĕн центрĕ 80 çул тултарни, çавна май унта Президент В.Путин килсе çитни çинчен туллин пĕлтернĕччĕ. Кунта иртнĕ калаçу тăрăх çĕршыв ертÿçи атом отрасльне пысăк тимлĕх уйăрни курăнать.
Çак отрасль патшалăхăн тăнăçлăх гаранчĕ пулнине Советсен атом бомбине ăнăçлă тĕрĕслесе пăхнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа пĕлтĕрхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускаври ВДНХ-ра ирттернĕ атомщиксен конференцийĕнче те палăртнă. В.Путин унта пуçтарăннисене те Президент администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.Кириенко урлă çырупа саламланă. «Атом бомбине туса кăларса ăна ăнăçлă тĕрĕслени историлле пĕлтерĕшлĕ событи пулса тăрать», - тенĕ унăн саламĕнче. «Курчатов институчĕ» наукăпа тĕпчев институчĕн пуçлăхĕ М.Ковальчук хăйĕн сăмахĕнче «эпир паян пирĕн атом бомби пуртан чĕрĕ» тени ку отрасльпе çĕршыв вăй-халĕшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Октябрь 2025 |