Ылтăн кĕркунне шкулта пĕрле вĕреннисен тĕлпулăвне ирттермелли чи лайăх вăхăтсенчен пĕри. Çанталăкĕ тÿлек, кăмăл савăк. Хирпуçĕнчи шкултан 1977 тата 1978 çулсенче вĕренсе тухнисем авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче кану базине пухăннă. Тĕлпулу чăн-чăн уява çаврăннă. Чăваш енĕн артисчĕсем пултарулăх номерĕсем кăтартса программăна пуянлатнă, выпускниксене савăнтарнă...
Темиçе çул каялла кăна вĕсем хĕрсемпе яш каччăсем пулнă-ха. Паян вара ятлă-сумлă çынсем. Çак тапхăрта учительсен, наставниксен ырă ячĕсене çĕре ÿкермен. Юратнă профессисене алла илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшса хисепе тивĕçнĕ. Çулсене пăхмасăр чунпа çав-çавах çамрăк. Ташă-юрăра та ăста. Алла аттестат илнĕренпе 47-48 çул çитнине пачах та ĕненес килмест.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Октябрь 2025 |