Уçă алăксен кунне чĕнеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:20 Просмотров: 128

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Социаллă фондăн Чăваш енри тĕп уйрăмĕнче Уçă алăксен кунĕ иртĕ. Унта килме кăмăл тăвакансем службăн ĕçĕ-хĕлĕпе шалтан паллашма, çĕнĕ майсемпе тивĕçтерÿсем пирки пĕлме тата кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме пултараççĕ.

Мероприяти йĕркипе специалистсем ĕçе мĕнле йĕркеленине, квалификациллĕ пулăшăва хăвăрт тата меллĕ илмелли майсем пирки каласа кăтартĕç.

Уçă алăксен кунне килекенсем специалистсене хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама, пенси тивĕçтерĕвĕ тата социаллă тÿлевсем пирки консультаци илме пултарĕç. Çавăн пекех хăнасен клиент службипе çыхăнма пулăшакан цифра сервисĕсемпе паллашма май пур. Ыйтусем пулсан 88001000001 телефон номерĕпе шăнкăравламалла.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика