Вĕренÿ çĕнĕлле иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:21 Просмотров: 30

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, Раççей Банкĕ те финанс ăслăлăхĕ енĕпе онлайн-уроксен кĕрхи сессине старт панă. Хальхинче занятисем çĕнĕлле иртессе шантараççĕ: ачасемпе çамрăксем супергеройсемпе пĕрле Финанс хулинче вăйă евĕр заданисене пурнăçлĕç. Сессине банкăн потребительсен прависене хÿтĕлессипе тата финанс тивĕçтерĕвĕсен уççăнлăхне тивĕçтерессипе тимлекен службин ертÿçи Михаил Мамута ирттернĕ урок уçнă.

Кăçалхи хăйнеевĕрлĕхсен шутĕнче - вĕренÿри паянхи трендсене усă курни те. Вĕсем - геймификаци, интерактивсем, рейтингсем тата ачасемшĕн кăсăклă ытти мелсем. Занятисене «хутшăнакан» супергеройсем те тĕрлĕ облаçре экспертсем - цифра хăрушсăрлăхĕнчен пуçласа укçа-тенкĕпе инвестицисен историйĕ таранах. Участниксемпе пĕрле вĕсем ултав схемисене уçса парĕç, çухалнă пуянлăха шырĕç, вируссенчен хÿтĕлев те тума хăнăхĕç... Вĕренÿсен чи хаклă кăтартăвĕ вара - ачасем укçа-тенке тĕрĕс тытма, хăйсен финанс планне хатĕрлеме, мушенниксенчен сыхланма вĕренĕç, кредит илес е вклад уçас, акцисемпе ĕçлес хăнăхусене те илĕç.

Финанс пĕлĕвĕн кĕркуннехи сессийĕ сентябрĕн 18-мĕшĕнчен декабрĕн 17-мĕшĕччен пырĕ. Унта ачасем хăйсем тĕллĕн регистрациленсе те, вĕрентекен пулăшнипе класпа та хутшăнма пултараççĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика