Кашнин сасси хаклă!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:21 Просмотров: 34

Чăваш енре «Ниме - халăх бюджечĕ» программăри 2026 çулта ĕçе кĕртме палăртнă пуçаруллă проектсемшĕн сасăлав пуçланнă. Ниме чăвашсен йăлинче пĕрлехи ĕç тенине пĕлтерет. Эппин, пирĕнтен кашниех тăван хулан е ялăн аталанăвне, унăн пуласлăхне хăйĕн тÿпине хывма пултарать.

Кăçал республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе программа пĕтĕм республикăна çавăрса илет. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче вара проектсен направленийĕсем анлăланнă, финансировани пысăкланнă тата проектсен хисепĕпе пулнă чарăва пăрахăçланă. Çакна пула «Ниме - халăх бюджечĕ» программăн хулари тапхăрне 305 проект тăратнă. Вĕсенчен 187-шĕ картишсене хăтлăлатассипе çыхăннă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Сасăлав сентябрĕн 26-мĕшĕччен пырать.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика