Ятарлă çар операцине хут-
шăннă паттăрсене мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассипе Чăваш енре тĕрлĕрен программа ĕçлет. Çав шутра вĕсен пĕлĕвĕпе опытне республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене ярасси те тимлĕхрен тухмасть. Çакă «Время СВОих» регион программин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри те.
Программа участникĕсенчен пĕри Андрей Балыков, акă, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова пулăшăвĕпе муниципаллă хăйтытăмлăх ĕçне хăнăхса-вĕренсе пычĕ. Вăл офицер, çар пурнăçĕнче тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕрĕслевсем витĕр тухса çирĕплĕхпе тата лидер паллисемпе палăрнă. Çак пахалăхсем малашне унăн республика, округ ырлăхĕшĕн пурнăçлакан тивĕçĕн никĕсĕ пулса тăрĕç те. Андрей Балыковшăн тăван тăрăхăн çивĕч ыйтăвĕсем ют мар, вĕсене татса парассине активлă хутшăнать. Ентешĕсемпе тачă çыхăну тытать, вĕсен сĕнÿ-канашĕсене йышăнма, пĕр шухăшлăн тимлеме тăрăшать.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Ирина ПЕТРОВА
Октябрь 2025 |