Программăна хутшăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.09.2025, 11:36 Просмотров: 34

«Ялти культура ĕçченĕ» программăпа Чăваш енри 7 специалист 1 миллион тенке тивĕçнĕ.

Килĕшÿпе вĕсен республикăри ялсенчи культура учрежденийĕсенче 5 çул ĕçлемелле. Хăшĕ ÿнер шкулĕнче тăрăшĕ, кам музейра е ялти клубра. Пирĕн региона Кургантан тата Чĕмпĕр облаçĕнчен ĕçлеме килнисем те пур.

Сăмах май, çамрăксене йышăнакан кашни культура çурчĕ çĕнĕ е тĕплĕ юсав хыççăнхи.

Ку программăна пирĕн округри Евгений Кудрявцев та хутшăннă - Хапăсри культура çуртне вырнаçнă.

- Медицина ĕçченĕсем, учительсем валли патшалăх енчен хавхалантару проекчĕсем ĕçлеме тытăнсан эпир «культура отраслĕнче кунашкал программа мĕншĕн çук-ши» тесе шутлаттăмăр. Пире илтнĕ пекех пулса тухрĕ. Эпĕ программăна хутшăнса Хапăсри культура çуртне вырнаçас терĕм. Кунта çитсе куртăм. Учрежденире анчахрах юсав ĕçĕсем ирттерни, малтанлăха оборудовани пурри савăнтарчĕ. Çавăн пекех юнашар шкул вырнаçни те аван, ачасене тĕрлĕ мероприятисене явăçтармаллине палăртрăм, - пĕлтерет Евгений.

Çитес çул çак программăпа республикăра тепĕр 20 специалиста ялсенче ĕçе вырнаçтарма палăртнă.

Светлана

ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика