Вăрнарта иртнĕ эрнере çак ятпа çĕнĕ палăк уçăлчĕ
Ăна запасри пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕн пуçарăвĕпе Астăвăм скверĕнче вырнаçтарчĕç. Палăка мĕнпур ăрури симĕс карттуслă çар çыннисене халалланă. Шăпах 1941 çулта пограничниксем чи малтан нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Вĕсем паян та чикĕре чыслă тăраççĕ.
Палăка уçнă май, «Щит Родины» организаци ертÿçи Иван Яковлев пограничниксен тивĕçĕ, яваплăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Вăрнар тăрăхĕнчен ку çарсенче тăнă арçынсем чăннипех те ырă ĕçсен тĕслĕхĕ пулса тăнине каларĕ.
Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, «Щит Родины» хастарĕсем ятарлă çар операцине те тăтăшах пулăшаççĕ, кирлĕ япаласем, оборудованисем ăсатаççĕ. Çĕнĕ палăка та запасри пограничниксен ушкăнĕ хăй вăйĕпе тунă, кашни укçа-тенкĕ хывнă.
Паллă пулăма Пограничник кунĕнче йĕркелерĕç. Чикĕре тăнисене Иван Яковлевпа пĕрле округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, запасри полковник Эрик Васильев, Петр Тимофеев майор, Çĕньял Нурăсри Татьяна Павловнапа Лев Николаевич Ефимовсем, патриотсен юхăмĕн ертÿçи Ярослав Никифоров, ытти сумлă хăнасем саламларĕç. Патриотла ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, обществăлла пуçарусене çул панăшăн чылайăшне Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Çĕнĕ палăк вара пограничник службин кирлĕлĕхне тата вĕсен çĕршыв хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин ĕçне яр уççăн кăтартать.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2026 |
