Вăхăтра тÿлемен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:37 Просмотров: 411

«Теплокомфорт» тулли мар яваплă общество ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ май, район прокуратури çутçанталăк сыхлавĕ çинчен калакан саккун ыйтнине уяманнине палăртнă.

Ку организаци хăйĕн ĕç-хĕлне ăшăпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçлать. Çавна май усă курнă топливăн юлашкийĕсем атмосфера сывлăшне тухаççĕ, çутçанталăка сиенлĕ витĕм кÿреççĕ.

«Çутçанталăк сыхлавĕ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, тавралăха сиенленĕшĕн тÿлев хывмалла. Производство каяшĕсене тата юлашкийĕсене кăларнăшăн тÿлеве объект вырнаçнă вырăнта, иртсе кайнă çулшăн мартăн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. «Теплокомфорт» общество вара, саккунра çырнине пăхăнмасăр, 2017 çулшăн тивекен тÿлеве вăхăта ирттерсе хывнă.

Организаци директорĕ тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 8.41-мĕш статйипе административлă ĕç пуçарнă. Ăна Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пăхса тухать.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика