Хастар та пултаруллă, ĕçчен те пуçаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:42 Просмотров: 12

Раççей вăйлăрах аталанса пытăр тесен мĕн тумалла/ Хастартарах пулмалла, суйлава хутшăнмалла. Асилтеретпĕр, авăн уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртĕç.

- Сасăлава хутшăнакан граждансем çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлаççĕ, - терĕ Санарпуçĕнчи Ольга Николаевна Евдокимова.

Ольга Николаевна тĕрĕслĕхе юратакан, шанса панă ĕçе чыслăн та тĕплĕн тăвакан çын. Вăл суйлав системинче темиçе çул та тăрăшать. Хисепре. Гражданла тивĕçе пурнăçлассине мала хурать.

- Суйлав комиссийĕнчи ĕçе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех хутшăнтăм. Кайран тăхтав та пулчĕ. Тепре суйлав системин ĕçне 2020 çулта, коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче, кÿлĕнтĕм. Тÿрех УИК председательне лартрĕç. Вăрнар территори суйлав комиссийĕн членĕсем пулăшса пынипе ĕçе йĕркелеме ансатрах пулчĕ. Пĕрлĕхре вăй тени чăнах, - палăртрĕ Ольга Николаевна. - Хальхи вăхăтра тĕрлĕ меслетпе сасăлама пулать. Кашни гражданин суйлава хутшăнсан епле аван пулмалла.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика