Ачасене вĕрентме усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2026, 09:25 Просмотров: 11

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурăнакансем амăшĕн капиталĕнчен 81,1 млн тенкĕ ачасене вĕрентме янă. Вĕсенчен нумайăшĕ капиталпа онлайн мелпе усă курнă.

Амăшĕн капиталĕ - ачаллă çемьесене кÿрекен чи анлă сарăлнă пулăшу тĕсĕсенчен пĕри. 2026 çул пуçламăшĕнче Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ 2491 сертификат панă. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче унпа усă курмалли пĕр е темиçе вариант суйлама пулать. Çавăн пекех пĕтĕм суммăна пĕр харăс пĕтерме е ăна пайласа темиçе тĕллевпе усă курма май пур. Капиталтан 10 пин тенкĕрен сахалрах юлнă пулсан, ăна пĕр хутченхи тÿлевпе илме пулать. Çулталăк пуçланнăранпа çак енпе Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ çемьесене 616,2 пин тенкĕ куçарса панă.

Ашшĕ-амăшĕ сертификатпа ача сачĕшĕн, шкулта е вузра вĕреннишĕн тÿлес тет пулсан, заявленипе пĕрле договор та кирлĕ пулать. Малтан документа Соцфондăн уйрăмне çитсе тăратмалла пулнă. Халĕ электрон копине интернет урлă яни те çителĕклĕ. Специалистсем договорта кăтартнă сведенисене тĕрĕсленĕ хыççăн заявлени тăрăх йышăну тăваççĕ. Уведомленине харпăр хăй кабинетне ярса параççĕ. Ыйтусем пулсан пĕрлĕхлĕ контакт центра 8?800%100-00-01 телефон номерĕпе ?тÿлевсĕр% шăнкăравламалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика