Шкула комплекслă çĕнетни кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2026, 09:27 Просмотров: 16

Çакăн пек ĕçленин пĕр тĕслĕхĕ – Шупашкарти Афанасьев урамĕнчи 2-мĕш шкул. Вăл 1982 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Çулсем иртнĕ май вĕренÿ требованийĕсем те, хальхи шкул хутлăхĕ мĕнлерех пулмалли çине пăхни те улшăннă.

Паянхи кун пĕтĕм микрорайон улшăнать. Кунта пурăнакансем ыйтнипе ачасем валли вăйă лапамĕ тунă, картишсене хăтлăх кĕртнĕ, хальхи йышши шкул стадионĕ туса лартнă. Халĕ шкул çуртне хăйне тĕпрен юсаççĕ.

– Стадиона Шупашкар 555 çул тултарнă тĕле тума пултартăмăр. Анчах та шкула та çĕнетме кирли паллă пулнă. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ, подрядчик графика тытса пырать тата палăртнă вăхăт тĕлне ĕçсене вĕçлеме шантарать, – палăртать депутат.

Вăл каланă тăрăх, маларах шкул çурчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси нумай чухне директорсем çинче пулнă: тăрăсене юсамалла, чÿречесене ăшă тытмалла тумалла, тата ытти чылай хуçалăх ыйтăвĕсене татса памалла. Системăлла ĕçлени çак практикăна улăштарма пулăшнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе 5 çул каялла республикăра шкулсене модернизацилемелли çинчен хатĕрленĕ программа малашне аталанма пуçларĕ. Юлашки çулсенче 10 çĕнĕ шкул тата 11 ача сачĕ тунă, 121 шкула тĕпрен юсанă. Шкулчченхи учрежденисене çĕнетесси тепĕр тапхăр пулса тăрать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Алексей КРЯЖИНОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика