Паянхи кун пурнăçа интернетсăр курма çук. Вăл пире вĕренме, пĕр-пĕринпе хутшăнма пысăк майсем туса парать. Анчах тухтăр пулнă май, çакна калас килет: ача интернетра нумай ларни унăн сывлăхне вăйлă сиен кÿрет - психикине кăна мар, ÿт-пĕвне те.
Чи малтанах мĕн шар курать-ха/ Ыйхă. Экран çинчи кăвак тĕс организмра мелатонина, ыйхă гормонне, пулма чарать. Çавна пула ача час çывăрса каяймасть, ирхине вара вăл - сÿрĕк, вĕчĕрхенчĕк. Лайăх çывăрманни вара шкулта ĕлкĕрсе пырассине, ачан кăмăл-туйăмне тÿреммĕн витĕм кÿрет.
Ача экран çине çывăхран чылай вăхăт пăхсан куç мышцисем тăртанаççĕ. Ку вара аккомодаци тăртанăвĕ патне илсе çитерме пултарать. Кунсăр пуçне куç типет, ача инçетрине курма пăрахас хăрушлăх та пур.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Роза КУЛИКОВА, педиатр
Сентябрь 2026 |
