Ветеринар - кирлĕ професси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2026, 09:28 Просмотров: 14

Ветеринарсем питĕ яваплă ĕçре тăрăшаççĕ. «Медицина çынна сыватать, ветеринари этемлĕхе сиплет», - тесе ахальтен каламан. Ку професси - чи авалхисенчен пĕри. Çулсем, ĕмĕрсем иртсен те выльăх-чĕрлĕхе сыватакан специалистсем яланах кирлĕ пулĕç.

Професси уявĕсене йĕркелени отрасльте вăй хуракансен ят-сумне ÿстерет. Иртнĕ эрнере округра Ветеринари ĕçченĕн кунне чаплăн паллă турĕç. Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен Вăрнарти станцире тăрăшакансемпе пĕрле Канаш, Йĕпреç, Красноармейски енчи ĕçтешĕсем те праçникре пулчĕç.

Уява сумлă хăнасем - Чăваш ен патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, çавăн пекех Красноармейски, Йĕпреç округĕсен пуçлăхĕсем Павел Семеновпа Игорь Семенов çитрĕç.

Праçнике савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хăнасем ветеринарсене ĕçе чунтан парăннăшăн тав турĕç, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей тата çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика