Иртнĕ вăхăт каялла таврăнмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:07 Просмотров: 424

– Ĕлĕкхи пек ир-ирех бригадир вăратмасть, никам та ĕçе хăваламасть паян. Хăть кунĕпе çывăр, вăрçакан çук, ирĕклĕхре пурăнатăп халь эпĕ, – çапларах пуçларĕ калаçăва Ярмушкари Раиса Григорьева.

Вăл 76-ра. Çавăнпа унăн, тивĕçлĕ канура пулнăран, пĕр-пĕр ĕçе каймалла мар. Вăхăчĕ вара унăн ытларах кил таврашĕнче иртет. Ахаль ларма пултараймасть, кун каçипе мĕн те пулин пурнăçлатех. Ывăлĕпе – Григорий Геннадьевичпа пĕрле пурăннăран кичемлĕх мĕнне пĕлмест. Тăватă ача амăшĕ унра тĕрек курать.

– Мăшăр Геннадий те, эпĕ те Ярмушкара çуралнă. Вăл манран сакăр çул аслă пулнă. Шкулта унăн йăмăкĕпе пĕр парта хушшинче ларнă. Иксĕмĕр туслăччĕ. Пĕр-пĕрин патне час-часах çÿреттĕмĕр. Вăл вăхăтра Геннадие качча тухасса шутлама та пултарайман. Курсан та калаçсах кайман. Çулсем хыçа юлса пычĕç. Хĕр шутне кĕтĕм. Ялта çамрăксем каçсерен пухăнаттăмăр. Салтакран таврăннă Геннадий Григорьев мана куç хыврĕ. Çапла вара хăйĕнчен вĕçертмерĕ. Çемье çавăртăмăр. Çирĕме çитсен арăм ятне илтрĕм эпĕ, – терĕ Раиса Степановна.

Ярмушка хĕрарăмĕ ăраскала хурламасть. Мĕншĕн тесен мăшăр пĕр-пĕрне савса пурăннă. Пурнăçри йывăрлăхсене ялан пĕрле çĕнтерсе пынă. Иккĕшĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути кăтартнă.

– Умлă-хыçлă виçĕ хĕр. Йăха тăсма арçын ача та кирлĕ-çке. Çавна шута илсе кунсерен Турăран пулăшу ыйтма пуçларăм.  Ывăл парнелеме тархасларăм. Турра чунран ĕненни мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама май пачĕ. Тăваттăмĕшĕ арçын ача пулчĕ. Çавăншăн хытă савăнтăм. Мăшăр та хăйне телейлĕ туйрĕ. Пĕрне тепринчен уйăрман, кашнине пĕр пек пăхнă. Ачасемшĕн тăрăшнă, вĕсене начар çи-пуçпа çÿретмен. Пуçран ачашласа ларман, тăваттăшне те ачаран ĕçе хăнăхтарнă. Акă, Григорий ялта тĕпленчĕ. Çĕр ĕçне юратнăран трактор та, комбайн та туянчĕ. Халĕ вăл тырпул, çĕрулми çитĕнтерет. Тăрăшуллăскер тухăçне те туса илет, – калаçăва тăсрĕ Р.Григорьева.  

Ывăлне те, хĕрĕсене те мухтама именмест. Шел пулин те, мăшăрĕ Геннадий вĕсемшĕн хĕпĕртеймест, мĕншĕн тесен вăл 29 çул каялла çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă. Инкек-синкек кĕтмен çĕртен тенĕ пек килсе тухнă. Кил хуçи арçынĕ ял пухăвĕнчен таврăнсан пÿрте кĕнĕ. Телевизор янă та диван çине выртнă. Çав вăхăтра вара унăн чĕри тапма пăрахнă. 53-ри вăйпитти арçын пÿртри пĕр хĕрне те нимĕн калайман.

– Иксĕмĕр те колхозра ĕçленĕ. Мăшăр трактористра нумай çул вăй хучĕ. Эпĕ бригадăра тăрăшрăм, хыççăн фермăна куçрăм, сыснасем пăхма пуçларăм. Ĕç вырăнне ирхи ултă сехет валли çитме тиветчĕ. Апат панă, тислĕк хырса тасатнă – пĕтĕмпех алă вĕççĕн тунă. Ураран резина атă кайман. Ферма заведующийĕ питĕ çирĕпчĕ. Витери тасалăха кунсерен тĕрĕслетчĕ. Чÿрече çинче тусан курсан хытах асăрхаттаратчĕ. Унран хăранăран ĕçе ялан тĕплĕ тунă. Фермăра уйăхсерен кăтартусене пĕтĕмлететчĕç. Кам лайăх ĕçленĕ – çавна хушса тÿлесси пирки йышăну тăватчĕç. Хавхалантарма пĕлнĕ пире. Коллектив пысăкчĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ. Сыснасене лайăх пăхнăран талăкра 400–450 грамм ÿт хушатчĕç, – иртнине аса илчĕ Раиса Степановна.

Хастар ферма ĕçченĕ районти социализмла ăмăртăва пĕрре мар хутшăннă, малтисен йышне те лекме пултарнă. Çулталăкра ятарлă комисси пĕр хутчен пĕлĕве тĕрĕсленĕ. Пĕр çулхине ĕçри ăсталăха туллин кăтартса панă, ыйтусен хуравĕсене те тĕплĕн хуравланă. Уншăн ăна шалу çумне уйăхсерен çĕр тенкĕ хушса тÿлеме йышăннă. Р.Григорьева çулталăк тăршшĕпе ĕç укçи лайăх илнĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Мăнукĕсене пăхмалла пулнăран ĕçрен уйрăлма тивнĕ.

Раиса Григорьева 76-ра пулин те, хăйне ватă çын пек туймасть. Чунĕпе халĕ те çамрăк. Анчах çулсем малаллах каяççĕ, иртни вара хыçа тăрса юлать. Тем пек тăрăшсан та ăна ниепле те каялла тавăраймăн.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика