Манăçманни. Асаилÿсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2018, 11:06 Просмотров: 350

Чăваш Республикин таврапĕлÿлĕх летопиçĕ тепĕр парнепе пуянланчĕ. «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Михаил Иванович Капитоновăн черетлĕ çĕнĕ кĕнеки – «Память о прошлом» ятпа пичетленсе тухрĕ. Республика варринче вырнаçнă тăпăл-тăпăл Çавалкас Хирпуçăн кун-çулĕ-историйĕ çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчен – 1900-мĕш çулсенчен пырать. Саманан 100 çуллă тапхăрĕнче мĕн кăна курса тÿсмен-ши çак пĕчĕк ял? Столыпин реформисемпе муритленнĕ, Октябрь пăлхаварĕнче, граждан вăрçинче тертленнĕ, колхоз нимисенче ĕшеннĕ, политрепрессипе кÿпкенине тÿссе ирттернĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чи хăрушă тăшмана çĕнтернĕ, вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине çирĕппĕн çĕкленĕ, çултан çула пултаруллă ывăл-хĕр пăхса ÿстернĕ...

Хресченле йышлă çемьене сăнланă. Кил пуçĕнче – Иван Капитонович Капитонов. Талантлă учитель, пĕр хăйне евĕр пултаруллă физик тата математик – вăтам шкулсем валли А.П.Киселевăн алгебрине ачасем питĕ ăнланмалла чăвашла куçарнăскер... 1938 çулта ним сăлтавсăр айăпласа персе пăрахнăскер...

Таврапĕлÿлĕх тĕпчевĕнче Тăван çĕршыва, харпăр хăй çемйине чунтан-вартан юратни витĕр курăнса тăрать. Ял аталанса, йышĕ хушăнса пынине, çурт-хуралтă тĕслĕхĕсем улшăннине сăнланă, демографилле пĕтĕмлетÿсем тунă, ваттисем астунисене çырса кăтартнă.

«Дело № 1209» тенĕ сыпăк уйрăм паллă вырăн йышăнать. Репрессисен вăхăчĕ пирки сăмах пырать. Ылханлă çав 1937 çул: пĕр-пĕрне кураймасăр элеклени, пурнăçри активлă, пултаруллă çынсене юри тенĕ пек тĕрмене ăсатни, тĕрĕслĕх шыраса тÿрре тухма май çукки... НКВД, КГБ архивĕсен докуменчĕсем – арест тата ухтару-обыск ордерĕсем, допроссен протоколĕсем, пуç яма (вĕлерме) йышăннă постановленисем чунран шăнтса кĕлеткене сÿлетеççĕ. Фактсене чăваш патшалăх истори архивĕнчен, Кольцовка ял тăрăхĕн архивĕнчен, Чăваш наци библиотекин фондĕнчен илнĕ. Кĕнекере графика материалĕсем – фотоиллюстрацисем, архив докуменчĕсен копийĕсем, карттăсем, схемăсем, диаграммăсем чылай. Генеалоги йывăçĕ пур. Вĕсем пурĕ пĕрле автор сăмахĕпе килĕшсе сăнарлă ÿкерчĕксене хывăнаççĕ. Текста справка материалĕсемпе вăйлатнă.

М.И.Капитонов асаилĕвĕсем историксемшĕн, таврапĕлÿçĕсемшĕн, воспитани ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшĕнчен учительсемшĕн, çитĕнекен ăрусемшĕн питĕ усăллă, пĕлтерĕшлĕ пуласси пирки эпир каланăччĕ. Кĕнеке патриотла хĕрÿ туйăмсем çуратать, ăс-пуçа тĕрлĕ шухăшпа хускатать, Тăван çĕршыва, тăван тавралăха, çынсене хаклама вĕрентет, тирпейлĕ, тĕрĕс те тÿрĕ пурăнма чĕнет. Пурнăç паян та, ыран-малашне те ырă пуласси хамăртанах килет.

«Память о прошлом» кĕнеке презентацийĕ Чăваш Республикин Наци библиотекинче ноябрĕн 1-мĕшĕнче иртет. Унта вăрнарсене те чĕнеççĕ. Хаклава журналистсем, писательсем, историксем, студентсем хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика