Хĕллехи тĕп уявсем çывхарса пынă май кăткăс ыйту çивĕч тухса тăрать – ку вăхăтри браконьерлăх. Сăмах кунта чĕрчунсем пирки пымасть. Çак вăхăтра йывăçсем, уйрăмах чăрăшсем, вăйлă шар кураççĕ.
Мĕншĕн тесен хăшпĕр явапсăр граждансем Çĕнĕ çул чăрăшне ятарлă пасарсенче туянса тăкакланасшăн мар, пĕр пус та пĕтермесĕрех вăрмантан касса килес шухăшлă. Йывăçсене саккунсăр майпа касакансем вăрман хуçалăхне питĕ пысăк тăкак кÿреççĕ. Вăрмансене вăрттăн тĕллевпе пыракансем, тĕпрен илсен, çамрăк чăрăшсене куç хываççĕ вĕт. Çапла вĕсем пулас вăрмансене тĕп тăваççĕ тесен те йăнăш мар.
Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви асăрхаттарать: чăрăшсене, хырсене хăйсем тĕллĕн касакансене административлă тата уголовлă яваплăх кĕтет. РФ КоАП-ĕн 8.28-мĕш статйипе палăртнă штраф виçисем çакăн пек: каснă пĕр йывăçшăн – 3000 – 3500 тенкĕ, должноçри çынсене – 20– 30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене – 50– 100 пин тенкĕ. Енчен те йывăçа хÿтĕлевлĕ вăрмансенче (хула чиккинче, юханшывсем, федераллă автоçулсем хĕррипе) каснă-тăк, тăкак калăпăшĕ икĕ хут пысăкрах. Механизмсемпе, транспорт хатĕрĕсемпе е техникăн ытти тĕсĕсемпе усă курнă-тăк, административлă штрафсем каллех ÿсеççĕ. Штрафсемсĕр пуçне йĕркене пăсакансен вăрман фондне кÿнĕ тăкака та саплаштарма тивет. Уголовлă явап вара 5 пин тенкĕ чухлĕ тата унтан ытларах тăкакшăн пуçланать.
Кăçал çамрăк йывăçсен хÿтĕлевĕ уйрăм тимлĕхре, Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствин Вăрман хуралĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Усал шухăш тытнисене чăрăшсен ятарлă пасарти хакĕнчен чылай пысăкрах штрафсем кĕтеççĕ. Саккунсăр майпа касса тухнă чăрăшсене сутса «бизнес» уçас текенсемпе пушшех вирлĕ кĕрешме палăртнă – вĕсем уголовлă явапран хăтăлаймĕç.
Çĕнĕ çул умĕнхи тапхăрта, лăсăллă çамрăк йывăçсене сыхласа хăварас тесе, йĕркене пăсакансене палăртассипе тĕрлĕ службăсем хастар тăрăшаççĕ, ведомствăсем хушшинчи профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Хурал маршручĕсемпе графикĕсене те çирĕплетнĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса полици сотрудникĕсемпе пĕрлехи дежурствăна тухатпăр: çамрăк йывăçсене касма пултаракан вырăнсем асăрхавра пулĕç. Граждансемпе юридици сăпачĕсем чăрăшсене е лăсăллă йывăçсене саккунлă мелпе туяннине те тĕрĕслĕпĕр.
Уявра кил-çурта чĕрĕ чăрăшпа илемлетес текенсене, япăх лару-тăрăва лекесрен асăрхаттарса, Çĕнĕ çул йывăçĕсене хулари е хăвăр тăрăхри ятарлă пасарсенче туянма сĕнетпĕр. Курттăмăн суту-илÿпе кăсăкланакансем Чăваш ен Çутçанталăк министерствин лесничествисемпе çыхăнма пултараççĕ.
Чăрăшсене саккунсăр каснă тĕслĕхсем пирки шăнкăравласа пĕлтермелли телефон: (8352)40-24-00 (Вăрман хуралĕн диспетчер пункчĕ).
Вăрман хуралĕн «вĕри линийĕ» 8-800-100-94-00 номерпе ĕçлет. Çавăн пекех Вăрнар лесничествин диспетчер службин телефонĕ: (83537)2-55-70.
Л.ВАСИЛЬЕВА,
Вăрман хуралĕн патшалăх инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |