Паттăрлăх кĕнеки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.12.2018, 10:19 Просмотров: 389

Тухатнă сăваплă алăк умне темĕн кĕтнĕн хуллен пырса тăнă евĕр, кĕнекене уçма тăхтаса тăратăн. Хуплашкари малти-кайри сăнÿкерчĕксем сана тÿрех тыткăнласа тăпах! чарса тăратаççĕ, васкамасăр, тимлĕн сăнаса пăхмашкăн йыхравлаççĕ. Тивĕçлĕ лăпкăлăх, çирĕплĕх, пĕркăшăллăх палăрать пехота салтакĕсен сăнĕнче. Пурте хĕçпăшаллă. Хÿтлĕхлĕ, тăпăл-тăпăл тумланнă. Тăн-тăн утаççĕ. Каллех фронт кĕтет... Тата –  акă вĕсем –  Хурăнсур Çармăсăн паттăрĕсем! Таса чипер сăн-питлĕ, вĕри-хĕрÿ чун-чĕреллĕ, кĕрнеклĕ япшар йĕкĕтсем. Çĕнтерÿçĕ-Совет çĕршывне Çĕнтерÿ кÿнисем...

Федор Григорьевич Кузьмин виççĕмĕш кĕнекине йăлтах Çĕнтерÿ кунне халалланă. «Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче çак кĕнеке страницисем халăхра пĕр чарăнмасăр уçăла-уçăла хупăнччăр», –  тенĕ. Тĕрĕссипе, ытти мĕнпур кунсенче те –  ĕмĕрĕпех вуласа асăнмалли чĕрĕ палăк тунă автор. Хаяр вăрçăра Тăван çĕршывшăн пурнăçа юлашки юн тумламĕпе сывлăш çаврăмĕччен пилленĕ паттăрсен кун-çулне çулăн-çулăн уйрăмласа çырса кăтартнă (1941– 1945).

Артемьевсем хура тăшмана пĕр килтен виççĕн хăваланă: Захар, Роман тата Игнатий. Захар Артемьевич фашистсемпе 1941 çулхи августран Карели фронтĕнче çапăçнă. Вăл унччен, вăрçăччен, Финлянди чиккинче пограничник пулнă. Тĕслĕхлĕ службишĕн тăванĕсене отпуск шучĕпе киле çитсе курнă. Çĕрпелти шкул хыççăн вăл питĕ çамрăкла Нурăсри педучилищĕре вĕренсе курнă. Кировск вăрман хуçалăхĕнче рабочи коллективĕнче пиçĕхнĕ. 14-мĕш çарăн 186-мĕш дивизийĕн çивчĕ стрелокĕ Мурманск чукун çулне хÿтĕлесе пуçне хунă...

Ленин– Сталин ячĕпе атакăна маларах вирхĕннисем –  комсомолецсем, коммунистсем пинĕн-пинĕн, мĕльюнăн-мĕльюнăн пулнă. Кĕнеке авторĕ хакланă тăрăх, Никон Алексеев, «Çав тери çивĕч ача», ВЛКСМ ретĕнче тăнă. Çарти службине вăл Польша чиккинче пуçланă. Перемышльте шофера вĕренсе тухнă. Çапăçăва вăрçăн пирвайхи кунĕсенчен, июньтенех кĕнĕ. Çирĕмри комсомолец июль уйăхĕнче Ковель хулине хÿтĕлесе паттăрла вилĕмпе пуçне хунă. Алексеевсен çемйинчен вăрçа виççĕн хутшăннă: Никон тата унăн пиччĕшĕсем –  Николайпа Александр.

Кĕнекере хăрушă фактсемпе эпизодсене тĕплĕн çырса кăтартнипе çÿçентерекен вырăнсем нумай. Çавсенчен пĕри –  Яков Александрович Бардасов старшина шăпи. Яков ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинче икĕ хутчен аманнă, Совет влаçĕшĕн кĕрешнĕ, Хорнзор ялĕнче ялсовет председателĕнче тăрăшнă. Яков Бардасов ашшĕ çулĕпе утнă, хастар салтак Симферопольте комсомол ретне çырăнса командирсен шкулĕнче вĕреннĕ, çар техникин механикĕ старшина званипе вăрçă умĕн коммунистсен ретне тăнă. Польша чиккинчи Ровно патĕнче ку вăрçăри танксен чи пирвайхи хаяр тытăçăвĕ пулса иртет. Я.Бардасов унта автобронетанк мастерскойĕпе хутшăнать. Хĕрлĕ Çар питĕ пысăк çухату тÿсет. Яков аллинчи ултă механиклă мастерской Украинăри Первомайск тĕлĕнче фашистсен танкĕсене Кавказа вирхĕнесрен пÿлсе оборона лининче юсав ĕçĕ-хĕлĕпе тĕрмешет. Германи, Венгри, Румыни çарĕсем ку тĕлте çав вăхăтра пирĕннисенчен пилĕк хут хăватлăрах пухăннă. Бардасовсем юсав бригадипе румынсен аллине тыткăна лекеççĕ. Яков Бардасов Румынири 14 концлагерьтен пĕринче –  Будештире (списокра 10 пин те 69-мĕш номерпе çырăннă) чĕркуçленмесĕр тем тĕрлĕ асап тÿссе 1942 çул пуçламăшĕнче вилет.

Кĕнекене вуланăçемĕн эпĕ (М.Васильев) паттăр яш-кĕрĕмĕн ашшĕ-амăшĕсем паттăр çынсем пулнине асăрхарăм (çÿлерехрех Яков –  опытлă ăста механик, пултаруллă командир– старшина, Совет çĕршывĕн патриочĕ, чăн-чăн коммунист). Акă, Константин Гурьевăн ашшĕ Гурий Гаврилович тĕнче вăрçинчи паттăрлăхĕшĕн Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Çирĕмри Константин –  Ленин хулин хÿтĕлевçи, ку вăрçăра Хурăнсур Çармăсран чи маларах пуçне хунă салтак (1941 çулхи июльте вилсе хыпарсăр çухалса пĕтнисен шучĕпе 4 миллион та 112 пин те 906-мĕш номерпе çырăннă). Çар службине вăл срокчен ăнтăлнă.

Çĕрпел ен яш-кĕрĕмĕн хăй вăхăтĕнчи вожакĕ Владимир Кузьмин писатель çырнă тăрăх, «Янгорчино» колхозри комсомол организацийĕ республикăри чи йышлăрах пĕрлешÿсенчен пĕри пулнă. Эппин, ку традици 30– 40-мĕш çулсенчен çирĕпленнĕ. «Гитлерла фашизма Совет Союзĕнче 20– 30 çул тултарнисен ăрăвĕ тĕп турĕ», –  тенĕччĕ Г.К.Жуков маршал. Феодот Гаврилова ун тавралли коллективсенче Павка Корчагинпа танлаштарнă. Вăл Вăрнарти фосфорит заводĕнче, Йăрар тăвайккинчи шахтăра стахановец шутланнă. Хĕрÿ чĕреллĕ комсомолец çĕнĕ пурнăçшăн чунне пама хатĕр тăнă. Хĕрлĕ Çарта пулнă хыççăн Хусанта тухтăра вĕреннĕ, Вăрнарти химзаводра локомобиль машинисчĕн ăсталăхне хăнăхнă, пăравус кочегарĕнче пиçĕхнĕ. Фашизм пуçне çийиччен Украинăри Чернигов хулишĕн çапăçнă. Никон Зайцев комсомолец колхоз хаçатне кăларса тăнă. Вăйăсенче хаваслантарма пĕлнĕ купăсçа Мăнкунсенче пĕр чуччу патĕнчен теприн патне алă вĕççĕн çÿлте çĕклесе çÿренĕ. «Çавăн пек савăнма пĕлнĕ Çармăс ялĕн çамрăкĕсем!» –  тет кĕнеке авторĕ. Никон Матвеевич кун-çулĕ çирĕмре Польша чиккинче вĕçленнĕ.

Панфиловецсен паттăрлăхне пĕлмен çын çук. Стрелоксен Иван Васильевич Панфилов генерал-майор ертсе пынă 316-мĕш дивизийĕн воинĕсем, çирĕм саккăрăшĕ, Дубосеково станцийĕ патĕнче нимĕç танкĕсене Мускав енне çул памасăр вилмелле çапăçнă, вĕсене пурне те Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Хурăнсур Çармăс çамрăкĕн Григорий Ивановăн пурнăçĕ те Дубосеково тĕлĕнче татăлать, вăл гранатине ывăтнă май танк айне пулса вилнĕ. Василий Коновалов, танкист, çирĕмри комсомолец, Киева хÿтĕленĕ, Гродно хулишĕн çапăçса вилнĕ. Киевшăн Василий ку тăрăхра пурте пĕлекен Т.В.Васильевпа пĕрле çапăçнă (Трофим Васильевич (1919– 1982 ç.ç.) –  нумай орденсен кавалерĕ, гвардеец, батарея командирĕ, Сталинград хÿтĕлевçи, вăрçă хыççăн ялта бригадир, ферма заведующийĕ, ятлă-сумлă хурăнсурçă).

Ку кĕнеке тăрăх эпĕ (М.Васильев) ытти нумай япалапа пĕрле Иосиф Михайловăн Василий ятлă пиччĕшĕ çинчен (шахтер, строитель, Сахалинта пурăнса курнă, фашистсенчен Севастополе хÿтĕленĕ. Кĕнеке авторĕ хакланă тăрăх, çамрăклăх йышĕнче шухă çÿреме юратнă, купăспа хивре вылянă), танăш тусăмăн Калистрат Воробьев поэтăн пиччĕшĕ Егор Алексеев çинчен çĕннине чылай пĕлтĕм (Якур –  алĕçпе сад ăсти, ялта клуб хăпартнă, Хĕрлĕ Çарта –  танкист, çырăвĕнче «халь эп кирек мĕнле техникăна та пĕлетĕп» тесе çырнă, Ленинграда хÿтĕлесе танкра çуннă, анчах Ленинград блокадинчех 1942 çулхи апрельте ĕмĕрлĕхех куçне хупнă). Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсен вĕçĕнче эпĕ (М.Васильев) Иосиф Михайлович çинчен (Белорусси партизанĕ тесе) «Вилĕмпе кăвакарчăн» ятлă пысăк очерк çырнăччĕ. Ф.Г.Кузьмин ку очерка кĕнекере усă курнă литература шутне кĕртнĕ –  тавтапуç!

Çывăх çыннăн –  пĕр шкулта пĕр çулсенче вĕреннĕ юлташăмăн –  Амвросий Овчинниковăн ашшĕн пуян пурнăçĕпе кун-çулĕн шăпине пĕлтĕм (М.Вас.). Хастар активист-комсомолецсен –  Филипп Ивановăн, Василий Алексеевăн (вăлах тата коммунист), Георгий Павловăн, Федор Петровăн, Арсений Прокопьевăн, Сергей Степановăн (вожак, лидер), Василий Ярушинăн, Виссарион Михайловăн, ыттисен биографийĕсемпе автор сăмахĕсене чуна хывса паллашрăмăр.

«Хорнзор –  Берлин» асăну кĕнеки –  уйрăмăнах шкул библиотекинче чи курăнмалла çĕрте выртмалли, алăран алла вĕçĕмсĕр куçса вуламалли кĕнеке. Пĕтĕм материал –  документсем тăрăх, тăршшĕпех –  шухăша хускатса аталантармалли фактсем. Пĕр килтен иккĕн-виççĕн, тăваттăн-пиллĕкĕн çапăçнă салтаксем... Пĕр тăвансен, пĕрле çитĕннисен фронтри тĕлпулăвĕсем... Уравăш Санарĕпе Йăрар сăртĕнче шахтăсенче пĕр вăхăтра ĕçленисем (Хурăнсур Çармăсранах нумайăн-çке!), хутла вĕреннĕ çамрăк колхозниксем фронтра хăвăртах сержант званипе кĕçĕн командира тухнисем, пĕр ялтанах тăван Украинăшăн нумайăн çапăçнисем (текстсенче Киевран пуçласа вуншар хула тĕл пулать)... Ытлă-çитлĕ пурăнман, пуянлăхпа иртĕхмен чăваш ачисемех Тăван çĕршывшăн еплерех çирĕп тăнă, мĕн тери чатăмлăхпа паттăрлăх кăтартнă!

Совет çĕршывĕпе совет çыннисем тата вĕсен Аслă Çĕнтерĕвĕ çинчен хура тăшмансем, русофоб-либералсем суя-элек сарнине ку кĕнеке хытă хирĕçлет. Кунта тимлĕ пăхса хакламалли пайтах. Фотодокументсенче –  ушкăнпа е урăхла пытарнă воинсен палăкĕсем, Тăван çĕршывшăн пуç хунисене пилленĕ Асăну хăмисем, вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннисене халалланă страницăсем (питĕ пуян тĕплĕ материал –  автор шутсăр тимлĕ ĕçленĕ!), вăрçăпа çар темипе тĕрлĕ çĕртен килнĕ çырусен списокĕ...

Кунашкал преми çук пулсан та (шел, паллах), ку кĕнекешĕн автор хакласа хаклайми премие тивĕç.

М.МАЙСКАЯ.

М.ВАСИЛЬЕВ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика