Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче патшалăх тивĕçтерĕвĕ илнĕ кашни гражданинăн ведомство ĕçне хак пама май пур. Хăвăр шухăша пĕлтермелли мелсем иккĕ: Шалти ĕçсен республикăри министерствин (21.мвд.рф) тата vashkontrol.ru сайтсенче.
Ыйтăм формине тултарнă май патшалăх тивĕçтерĕвне вăхăтра панине, черетре мĕн вăхăт кĕтнине, сирĕнпе ĕçленĕ сотрудникăн компентентлăхне, пÿлĕмри хăтлăх условийĕсене тата ыттине хакламалла. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсене кÿрессин пахалăхне ÿстерме сĕнÿсем те пама юрать.
Ыйтăмра хăвăр çинчен информацие кăтартма кирлĕ мар. Кашни хаклав пирĕн ĕçре пĕлтерĕшлĕ.
Министерствăн информаци центрĕ те аса илтерет: судпа айăпланни е айăпланманни çинчен информацие илмелли чи хăвăрт меслет – заявление gosuslugi.ru федераллă портал урлă электронлă мелпе яни.
А.ИРБИТСКИЙ,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |