Кушлавăш тăрăхĕнчи хăш ял маларах пуçланса кайнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2019, 13:37 Просмотров: 623

Çак тĕпчев авторĕ – Канаш районĕнчи Ямаш-Чарпуç ялĕнче пурăнакан Александр Иванович Стеклов – икĕ томлă «Сказание о чувашах» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Тĕпчевçĕ Шупашкарти, Хусанти, Мускаври тата ытти хуласенчи архивсенче пулса, авалхи çĕршер-çĕршер документа тĕплĕ тишкернĕ. А.Стеклов хаçата вулакансене пирĕн районти хăшпĕр ялсен историйĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.

«Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ

Хура вăрманпа хупланса выртать...»

– чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмăри çак йĕркесене пĕлмен çын çук та пуль. Ку тăрăхра вырнаçнă вуникĕ ялтан хăшĕ маларах пуçланса кайнă-ши; Çак ыйту хуравне тупма архивсенче упранса юлнă хаклă документсем кăна пулăшма пултараççĕ.

Кушлавăш тăрăхĕнчи ялсенчен чи асли Кушлавăш-Рункă тесе шутлатăп. Ăна пуçараканĕсем Çĕрпÿ уесĕнчи Рункă вулăсне кĕнĕ Рункă ялĕн çыннисем пулнă. Вулăс ячĕ кунти Рункă юханшывран тухнă. Ĕлĕк-авал паянхи Çавал юханшывĕ çак ятлă пулнă. Ĕлĕкех Çавал юханшывĕн пырĕнче Рункă ятлă пристань пулни те çапла шутлаттарать. Ку кăна та мар, 15-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче вырăссемпе тутарсен летопись çыраканĕсем документсенче Артак ывăлĕ – Цивиль ятлă çын – пурăннине палăртнă. 1491 çулта вăл Çĕрпÿ ялĕнче вунă кил пуçлăхĕ пулнă. Юханшывĕ, паллах, унччен те юхнă.

Акă, 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче (документсенче ял ячĕсене вырăсла кăтартнă) Рункă вулăсĕнче Алмандаево (халĕ ку ял Упакасси ятлă), Байбахтино (халĕ – Шуршăл), Камаево (халĕ – Уплер), Имельдяшево (халĕ – Липсер), Ямбулатово (халĕ – Шемшер), Мамалаево (халĕ – Куснарпуç тата Уттекасси), Первое Ураево (халĕ – Урай Макаç), Второе Ураево (халĕ – Чулкасси), Старое Акулево (Типнер), Булатово (халĕ – Анатри Макаç), Пихчурино-Рунга (халĕ – Юртукасси), Илеменево-Рунга (халĕ – Шорчекасси), Байсубаково-Рунга (халĕ – Паçпак), Яушево-Рунга (халĕ – Хыркасси) ялсем пулнă. Картта çине пăхсан, çакна куратпăр – чăн та, çак ялсем Çавал (Рункă) юханшывĕ çумĕнче вырнаçнă.

Çĕрпÿ уесне кĕнĕ Рункă вулăсĕнче пурăннă черемис-чăвашсем çĕр çитмен пирки вунçиччĕмĕш ĕмĕр варринче ытти вырăнсене куçса кайма пуçланă. Акă, 1642 çулта Рункă ялĕнче пурăннă хăшпĕр черемис-чăвашсем, Çĕрпÿ çар пуçĕ ирĕк панă хыççăн, Карла (Хырла) юханшывĕ çумĕнчи пушă çĕрсем çине пурăнма куçнă. Çĕнĕ вырăнта йĕркеленнĕ ялне те Рункă теме пуçланă. Çав çулсенчех Рункă вулăсĕнче пурăнакан ытти кил-йышсем халĕ Вăрнар районне кĕрекен Кушлавăш ятлă вырăна куçса килнĕ. Çав яла Кушлавăш-Рункă тенĕ.

1650 çулсенче Чĕмпĕр уесне туса хунă. Çав тапхăрта çак уеса Кушлавăш-Рункă ялне те кĕртме пултарнă. 1680 çулсенчи документсенче Кушлавăш-Рункă ялĕ Чĕмпĕр уесне кĕни паллă. Çав çул Кушлавăш-Рункă ялĕнчи Ишпулатка Тохпулатов тата Микита Иванов черемис-чăвашсене тĕне кĕртнĕ пулнă. Çакăн хыççăн вĕсем тăван ялĕнчех пурăнма тăрăшнă. Чиркÿ тата вырăс патшалăхĕн саккунĕсемпе тĕне кĕртнĕ черемис-чăвашсене уессен тĕп хули çумĕнче ятарласа тунă яла вырнаçтармалла пулнă. Мĕншĕн тесен Христос тĕнне йышăннă чăвашсене тăван яла кĕртмен. Енчен те тĕне кĕнине пăрахăçа кăларма килĕшÿ парсан, тăван киле таврăнма чарман. Чиркÿре ĕçлекенсем тата вырăс патшалăхĕ çавăн пек пулса тухасран хăранă. Черемис-чăваша тĕне кĕртесси тертлĕ ĕç пулса тăнă. Çавăнпа тĕне кĕнĕ кашни чăваша уйрăм шута илнĕ.

Рункă çыннисем хыççăн Çĕрпÿ уесĕнчи ытти черемис-чăвашсем те Кушлавăш ятлă вырăна куçса килме пуçланă. Сăмахран, 1676 çулта Чĕмпĕр уесĕнче Хирпоси-Рунга тата Хирпоси ятлă ялсем пулнă. Халĕ çак ялсем Вăрнар районне кĕреççĕ. Хирпуç ял çыннисен несĕлĕсем малтан Çĕрпÿ вулăсĕнчи Туçи ятлă ялта пурăннă.

Вырăссен Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче, 1717 çулта, килкарти тата унта пурăнакан çынсене тепĕр хут шута илме пуçланă. Çав перепиç Рункă вулăсĕнче çĕнĕ выççăлккăсем пулнине пĕлтерет.

Кушлавăш тăрăхĕнчи ялсенче ăçтан куçса килнĕ çынсем пурăннине палăртăпăр. Халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пĕчĕк Упакасси ялне пуçласа яраканĕсем аякри Çавал çумĕнчи Алмандаево (Упакасси) ялĕнчен килнĕ пулнă. 1717 çулта çĕнĕ ялта тăхăр кил шутланнă. Имельдяшево (Липсер) ялĕнчен куçса килнисем халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялне никĕсленĕ. Илеменево-Рунга ялĕнчен куçса килнисем Хирпуç ялĕнче пурăннă. Çавăнпа та ялăн ячĕ çухалнă. 1717 çулта кунтă тăхăр кил пулнă. Мамалаево ятлă ялтан куçса килнисем Мамалаево ятлă ял никĕсленĕ. 1717 çулта çĕнĕ ялта виçĕ кил шутланнă. Халĕ ку ялĕ Кивĕ Мĕлĕш ятлă. Булатово ятлă ялтан куçса килнисем Булатово ятлă яла никĕсленĕ. 1717 çулта çĕнĕ ялта тăватă кил шутланнă. Халĕ ку ялĕ Çĕнĕ Мĕлĕш ятлă. Байсубаково-Рунга ялтан куçса килнисем Байсубаково ятлă яла никĕсленĕ. 1717 çулта çĕнĕ ялта виçĕ кил, тепĕр икĕ çултан сакăр кил шутланнă, 24 арçын пурăннă. Халĕ ку ялĕ Кушлавăш ятлă. Хальхи вăхăтра Кивĕ Мĕлĕш, Çĕнĕ Мĕлĕш тата Кушлавăш ялĕсем Вăрнар районне кĕреççĕ.

Иккĕмĕш Кĕтерин патша указĕпе килĕшÿллĕн, уессен çар пуçĕн должноçне пĕтерсе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарма йышăннă. Çавăн хыççăн, акă, маларах асăннă ялсене Етĕрне уесне кĕртнĕ. Вунсаккăрмĕш ĕмĕр вĕçнелле Етĕрне уесĕнче Кушлавăш тата Хирпуç ятлă вырăнсенче пĕр ятлăрах ялсем самаях пуçтарăннă пирки хутсем çырнă чухне пăтрашăнма пуçланă. Çавăнпа та 1790 çулсенче тĕп сăмахсем çумĕнчи пайсем çухалаççĕ, ял ячĕсем вара Алмандаево, Булатово, Имельдяшево, Мамалаево ятлă пулса тăнă.

Паянхи Кушлавăш ялне чи малтан вырăсла Байсубаково тенĕ. 1779 çулта çак ялта чиркÿ лартма шутланă. 1780 çулта официаллă документсем çине ку ял малашне сала пулать тесе çырнă. Ĕлĕкхи саккунсемпе чиркÿ лартма ирĕк панă черемис-чăвашсен ялĕсенче пасар, лавкка, эрех ĕçмелли çуртсем уçма ирĕк панă. Çавăн пек ялсене вулăсăн тĕп ялĕ тума хушнă. Çавăнпа та Байсубаково (паянхи Кушлавăш) салинче чиркÿ пулнă пирки ун ячĕпе вулăс ятне панă, вăл вулăсăн тĕп ялĕ пулса тăнă. Çывăхри чиркÿ Хапăс салинче пулнă. Вăл Байсубаковăран 20 çухрăмра вырнаçнă.

1790 çулсенчех Кушлавăш-Рункă ятлă ялтан килсем уйрăлса тухма пуçланă. Вĕсем Кушлавăш юханшывĕ хĕррине килсе вырнаçнă. Темиçе çултан ыттисем Кÿстÿмĕр ятлă çырма пуçне куçса килнĕ. Çав çырман сулахай енче маларах Çĕрпÿ уесĕнчи Сюрбей вулăсне кĕнĕ Акмурзино (чăвашла Кĕçтемĕр тенĕ) ялĕнчен куçса килнĕ çемьесем пурăннă пулнă, 1770 çулсен вĕçĕнче документсенче Çĕрпÿ уесĕн йышĕнче Акмурзино (халĕ Янсакасси ятлă) ялне асăннă. Çапла, ĕлĕкхи ватă ял – Кушлавăш-Рункă вакланма пуçланă. Етĕрне уесĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă 1826 çулхи докуменчĕсенче Кушлавăш-Рункă вырăнне пуçласа Аслă Кушлавăш, Кушлавăш юханшывĕ çумне кайса ларнă килсен вырăнне Кĕçĕн Кушлавăш тесе çырнă.

1830 çулсенче патша тарçи Кисилев ĕлĕкхи вулăссене пысăклатма сĕнет. Улшăнусем тунă хыççăн Кушлавăш вулăсне уçнă. Унăн тĕп ялĕ Байсубаково (Кушлавăш) пулнă. Çĕнĕ вулăса 23 ял кĕнĕ. Вулăссене пысăклатнă пирки ялсене пĕрлештерсе хутлăхсем йĕркелеме хушнă. Çавна май Аслă Кушлавăш хутлăхне тата Ершепуç, Чиркÿ касĕ, Кÿстÿмĕр ялĕсем кĕнĕ. Кĕçĕн Кушлавăш хутлăхĕнче çавăн пекех Шĕпекеч, Шуркасси ялĕсем шутланнă. Алмандаево хутлăхĕнче Пĕчĕк Упакасси ялĕ пулнă. Имельдяшево хутлăхне Пысăк Упакасси ялне çирĕплетнĕ. Байсубаково хутлăхне çавăн пекех Хураçырма тата Кÿстÿмĕр ялĕсем кĕнĕ.

1860 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Хусанти патшалăх пурлăх палати çĕр йĕркеленĕвне улăштарса çĕнетесси пирки саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн каллех Байсубаково вулăсне уçнă. Вăхăт иртнĕ май Аслă Кушлавăша Ершепуç теме пуçланă. 1910 çулсенче чиркÿ çумĕнче ларакан килсене Кушлавăш сали тесе çырма тытăннă. Чăн та, тепĕр чухне Байсубаково тесе те çырнă. Çав çулсенче Байсубаково ятне хутсем çинче аса илме пăрахнă.

«Хĕн-хур айĕнче» поэмăна Çемен Элкер çĕр çул каялла çырнине шута илсен, унти «пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал вĕçĕ хĕрри ун ниçта курăнман» йĕркесем те Кушлавăш тăрăхĕнчи тискер чĕрчунпа, тĕрлĕ ÿсентăранпа тата çимĕçпе пуян аслă вăрман çурçĕр енчен, Çавал хĕрринчен, куçса килнĕ черемис-чăвашсене шăпах виççĕр çул ытла каялла хăй ытамне илнине яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Ĕлĕкхи пурнăçа паянхипе танлаштарас пулсан, çавăн пек пулса тухрĕ. Унччен пурăннă халăх Ершипоси ватă ял пулнине туйнă, çавăнпа та ĕлĕкхи Кушлавăш-Рункă ялне хисеплесе çак таврашра тĕп ял туса хунă.

Александр СТЕКЛОВ, тĕпчевçĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика