Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕн рак чирĕн çак симптомĕсем çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла.
Кĕлетке çинче турă палли улшăнни. Хăшĕсен вăл нумай, теприсен – сахал. Час-часах вăл пурнăç тăршшĕпех улшăнмасть. Анчах та хăш-пĕр чухне пигмент паллисем ăрасналанаççĕ% хăвăрт ÿсме тытăнаççĕ, тĕсĕ урăхланать, юн сăрхăнать. Çак симптомсем меланома – усал шыçă – пуçланса кайнине çирĕплетме пултараççĕ. Пациентăн васкавлăн дерматологран пулăшу ыйтмалла.
Кăкăр ыратни. Енчен те кăкăрта хытă вырăнсене асăрхасан е чĕчĕ пуçĕ улшăннине (кĕрсе кайнине е мăкăрăлнине), хул хушши айĕ шыçăннине курсан маммолог патне каймалла.
Апат çăтма кансĕрри. Çак паллă ЭГДФС (эзофагогастродуоденоскопи) тĕпчевĕ ирттерме вăхăт çитнине кăтартать. Ытларах чухне апат çăтма кансĕр пулсан çынсем диетăна пăхăнма тытăнаççĕ, вĕсем апат пырĕн, мăй шыççисем аталанма пултарнине тимлĕхе илмеççĕ.
Пуç тăтăш ыратни, куç япăх курма пуçлани. Хăрушă диагноза – пуç мимин шыççине – сирсе ярас тесен невропатолог, офтальмолог патне çул тытмалла. Вĕсем комплекслă тĕрĕслев витĕр тухма пулăшĕç.
Вар хытни, тула тухайманни (запор) е кутанара ют япала пурри туйăнма пуçлани. Проктологпа канашламалла, колоноскопи тĕпчевĕ тумалла.
Янах, йĕтес шăмми, хул хушши, хырăм айĕнчи лимфа тĕввисем пухăннă тĕлте шыçма пуçлани. Шыçăсем чăх çăмарти пысăкăшне çитме те пултараççĕ. Ÿт температури ÿсет, тарлаттарать, кĕçĕттерет. Ку паллăсем юн çаврăнăш, лимфа системисем сиенленнине кăтартма пултараççĕ.
Паллах, çÿлерех асăннă паллăсем онкологи чирĕ пуçланнине çирĕплетмесен те пултараççĕ. Анчах та тухтăрпа канашлани кирлех. Шыçă чирĕсене тупса палăртмалли чи тухăçлă мел – диспансеризаци. Сывлăха тĕрĕслеттерни чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшать.
Ольга КАЗАКОВА,
пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн врачĕ.
Ноябрь 2024 |