Сывлăшсăр, шывсăр тата апатсăр пуçне çынна ÿт-пÿ тиевлĕхĕ те кирлĕ, унсăрăн организм арканма тытăнать.
Паян сиплевлĕ чупу пирки калаçар. Вăл – ÿт-пÿ хастарлăхне пулăшакан чи ансат мел.
Юлашки вăхăтра, информаци технологийĕсем аталанса пынă май, çын сахалрах хускалма пуçларĕ. Мĕншĕн тесен уншăн ĕçсен пысăк пайне техника пурнăçлать. Çавна май чĕлĕм туртнипе, самăрлăхпа, холестерин, юн пусăмĕн шайĕ пысăк пулнипе танах сахал хускални вăрах чирсене – артери гипертонине, чĕрен ишеми чирне, сыпăсен чирĕсене – аталанма май парать.
Мĕншĕн-ха чупу? Вăл кăмăла лăплантарать, шухăшсене шайлаштарать, хаваслăх кÿрет, ытлашши килограмсенчен хăтарать. Чупакан çынсем телее тата эйфорие туйнине ученăйсем эндорфинсем нумай тухнипе çыхăнтараççĕ.
Чупу çамрăксемшĕн те, ваттисемшĕн те усăллă. Ятарлă оборудовани кирлĕ мар. Хăвăртлăха кашни хăй суйласа илме пултарать. Çыннăн хăйне кирлĕ пек кирек хăш вăхăтра та чарăнма, канма та май пур. Чупма çанталăк кирек епле пулни те чăрмантармасть.
Анчах та чупма пуçлас тесен чи малтанах тухтăрпа канашламалла. Чирленĕ вăхăтра чупни сиенлĕ.
Малтанах разминка тумалла. Хăвна кура, хăвăн вăйна пăхса чупмалла, ыттисем çине пăхса вĕсем пек тумалла мар.
Урара спорт пушмакĕ пулмалла. Çулталăк вăхăтне кура ун тĕпне пĕлсе суйласа илмелле: сукмак тăрăх чупас пулсан – çÿхе тĕпĕллĕ çăмăл кроссовки кирлĕ, хĕлле валли – картлă тĕпĕлли.
Спорт тумĕн те çăмăл пулмалла, çăтти чупнă чухне кĕлеткене кансĕрлĕх кÿрĕ. Вăл çурмаçăмран е мамăкран çĕлени пулсан аванрах, вĕсем тара аван çăтаççĕ. Çиллĕ, çумăрлă çанталăк валли ятарлă костюм пулсан тата лайăхрах. Шăрăх çанталăкра пуçа сăмсаллă калпак тăхăнни хĕвелтен сыхланма пулăшĕ. Сивĕре вара ăшăрах тăхăнмалла, пуçа хупламалла.
Анчах та манмалла мар: чĕре-тымар, ÿпке, юн тата юн тымарĕсен, пыр парĕн, ăс-тăн чирĕсем, сурансем, пуç тата çурăм шăммин мими чирĕпе аптăрасан, эпилепси чухне, çире пулсан чупма юрамасть.
Çапах та физкультурăпа туслашни усă кăна парать. Çакна хăвăр пуласлăхшăн тăрăшнипе танлаштармалла. Паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле чирпе кĕрешессин тĕп мелĕ – профилактика. Хăвăр сывлăха халĕ алла илсен малашлăхра эмелсем туянассинче тата тухтăр патне каяссинче перекетлĕх пулĕ.
Ноябрь 2024 |