Пĕрлехи ĕç – ял аталанăвĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2019, 13:26 Просмотров: 387

Тĕлĕнмелле хитре вырăнта вырнаçнă Шĕнер Ишек тăрăхĕ. Çумра вăрман, çырмасем. Пĕвисем илĕртсе выртаççĕ. Унран та пысăкрах пуянлăх – кунта пурăнакан ĕçчен те туслă, пĕринчен тепри маттур халăх.

Çак тăрăхра пулмассерен таса сывлăшпа сывласа киленетĕн çеç мар, ял çыннисен тараватлăхне хытă туятăн. Паллах, ыйтусăр-проблемăсăр пурăнмаççĕ вĕсем, анчах та хăнасене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.

Шĕнер Ишек ял поселенине тăватă ял пĕрлешнĕ. Паянхи куна вĕсенче пĕтĕмпе 900 ытла çын пурăнать. Шел те, ытти çĕрти пекех кунта демографи тăрăмĕ япăхрах. Пĕлтĕр, сăмахран, пĕтĕм территорипе виçĕ ача кăна çуралнă, вунулттăн вара леш тĕнчене кайнă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çут тĕнчене пĕр ача килнĕ, вунпĕрĕн автансăр яла кайнă.

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Радим Убаков ку ыйтупа питĕ пăшăрханни сисĕнет. «Юлашки виçĕ çулта 200-е яхăн çын катăлчĕ. Хăшĕсем урăх çĕре куçса кайрĕç, тепĕр пайĕ – пурнăçран уйрăлнисем», – терĕ вăл.

Çамрăксем – пуласлăх, тетпĕр. Шел те, вĕсем паян ялта тытăнса тăрасшăнах мар. Шĕнер Ишек тăрăхĕнче пурăнакансен пысăк пайĕ – 60–70 проценчĕ – акă, аслăрах ÿсĕмри çынсем. Ку территорире предприяти-организацисем çук. Ĕçлес ÿсĕмри çынсем, ялта тĕпленнисем, ытларахăшĕ Калинино салинче, Вăрнарта тăрăшаççĕ. Юрать, шкул ĕçлет, çавна май учительсен ĕç шыраса хăшкăлма тивмест.

Паллах, çĕр чунĕллĕ, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çын çуралнă вырăнта та алă усса лармасть, ун валли ĕç тупăнатех. Акă, Вячеслав Волков тăватă çул каялла фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. 3–4 çын валли ĕç вырăнĕ уçнă. Вăл 120 гектар çĕрпе усă курать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, 100-е яхăн вăкăр самăртать.

Тĕрĕссипе, ку тăрăхра ĕçчен çынсем сахал мар. Тĕслĕх кăтартакан уйрăм çынсен шутне Александр Гарбачевăн, Александр Алексеевăн, Сергей Алексеевăн, Александр Воиновăн çемйисене кĕртмелле. Вĕсем килте ĕне выльăх йышлă усраççĕ, сĕт-çу, аш-какай туса илессипе тăрăшуллă тимлеççĕ. Кунашкаллисен ĕçченлĕхне пула çумкурăкпа ашкăнакан лаптăксем те чакаççĕ – çемьесем арендăна илнĕ çĕрсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ.

Юрий Чернов, акă, вăрманпа ĕçлет. Унăн хăйĕн пилорама. Ял çыннисем час-часах унран пулăшу ыйтма çÿреççĕ. Никама та хирĕçлемест вăл, кирлĕ япалана пахалăхлă ăсталаса парать.

– Кам ĕçлес текен ялта та лайăх аталанма пултарать. Кам çăмăллăх шырать е сиенлĕ йăласемпе туслашать – ун пулмасть, – терĕ çÿлерех асăннă тĕслĕхсене пĕтĕмлетсе Радим Александрович.

Йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ пулин те, шĕнер-ишексем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ, ял территорийĕсене аталантарассине хăйсен сумлă тÿпине хываççĕ. Пуçаруллă бюджет программине хастар хутшăнаççĕ. Ишлĕсем, сăмахран, ку мелпе ача-пăча площадки туса лартнă. Тепĕр иккĕшне, Шĕнер Ишекрине тата Шуркасси Ишекрине, вырăнти бюджет укçи-тенкипе вырнаçтарнă.

Ял çынни хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах тăвасшăнах ĕнтĕ. Çавăнпа та тĕрлĕ программăсене май килнĕ таран кĕме тăрăшаççĕ вĕсем. Шĕнер-ишексем, акă, хăйсем патĕнче клуб çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Пуррисене упрама, аталантарма пĕлеççĕ. Чăрăш Ишекри культура çуртне йĕркене кĕртсе çитернĕ темелле. Икĕ çулта ун юсавне 3 млн тенке яхăн янă. Укçа-тенкĕне клубсене юсассипе йышăннă патшалăхăн ятарлă программисене пула уйăрнă. Культура çуртне 25 çул ăшăтса тăман, çавна май вăл самаях юхăннă пулнă. Çавăнпа виçĕ çул каялла унта çине тăрсах газ кĕртнĕ, котельнăй туса лартнă. «Сăнне» шал енчен те, тул енчен те илемлетнĕ. Халĕ кунта кирек мĕнле мероприятие те ирттерме аван.

Шуркасси Ишек клубне халиччен вутăпа ăшăтса тăнă. Кăçал кунта электричество отопленине тума район бюджетĕнчен 200 пин тенкĕ пăхнă.

Планри ĕçсен шутĕнче çавăн пекех – çулсене юсасси. «Çулсерен çулсене сахалтан та 500–600 метра яхăн вак чулпа сарса хытаратпăр. Кăçал Шĕнер Ишекре 400 метр, Чăрăш Ишекре 600 метр енне çул тума палăртнă», – терĕ Радим Убаков.

Кунта пĕвесене тасатассине те пысăк тимлĕхе илнĕ. Виçĕ çул каялла пилĕк пĕвене тирпейленĕ. Ишлĕсем 2017 çулта ку ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Халĕ таса пĕвере пулă та ĕрчетеççĕ, шыва та кĕреççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене пурнăçлама та усă кураççĕ.

Ялшăн пурнăçланакан ĕçсенче старостăсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ Радим Александрович. Ишлĕре, акă, Валентина Петровна Полытова пысăк хисепре. Вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Субботниксене, обществăлла ытти ĕçсене вăл пуçарнипе çÿлтен хушмасăр пурнăçлаççĕ. Туслăхра ĕç те ăнать, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Шуркасси Ишекре çĕнĕрен суйланă староста та – Эльвира Васильевна Илларионова хастар. Пултаруллă çынсене «Туслăх» ушкăна явăçтарнă. Уявсене пурте пĕрле пухăнса ирттерессине йăлана кĕртнĕ.

Чăрăш Ишек старости Валентина Николаевна Русскина та кирек мĕнле мероприятие те хапăлласа йышăнать, ăнăçлă йĕркелесе пырать.

Шĕнер Ишекри Николай Павлович Алексеев та вĕсенчен юлмасть. Ялшăн нумай тăрăшать.

Старостăсем çине тăнипех ĕнтĕ кашни ял масарне тенĕ пекех тирпей-илем кĕртнĕ, çăва пÿрчĕсем туса лартнă, тавралла сетка-рабицăпа тытса çавăрнă.

Малтанхи çулсенче Шĕнер Ишекелле пырса кĕрекен çул хĕррипе пысăк çÿп-çап куписене час-часах курма пулатчĕ. Халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени хăйĕн çимĕçне панă. Радим Александрович хăйне пуçлăх пуканне шансанах ку ыйтăва тимлĕхе илнĕ. Трасса хĕррипе табличкăсем вырнаçтарнă, çÿп-çап куписен «хуçисене» шыранă. Кунтан 4–5-шер КамАЗ ăпăр-тапăр турттарса тухнă. «Çынсем ăссăрла хăтланма юраманнине ăнланчĕç. Тавах вĕсене çакăншăн. Пĕрле субботниксенче те тăрăшаççĕ, çапла санкцилемен свалкăсене чылай пĕтертĕмĕр. Халĕ çырмасем те, вăрман хĕррисем те таса», – терĕ поселени пуçлăхĕ.

Урамсенче, çулсем хĕррипе тасалăх хуçаланать пулин те, шĕнер-ишексем çÿп-çап тĕлĕшпе, тĕрĕсрех – йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркипе кăмăлсăртарах. Ку тăрăхра пĕтĕмпе çичĕ площадка йĕркеленĕ. Анчах та ку сахал пулнипе тата çÿп-çапа уйăхра иккĕ кăна тиесе тухнипе килĕшесшĕн мар вĕсем...

Ял пулсан – çĕршыв та пулать. Çак шухăша тĕпе хурса, малашлăха шанса пурăнаççĕ шĕнер-ишексем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика