Кивçурт Енĕш ялĕ ĕçчен çынсемпе яланах уйрăлса тăнă. Аслисене кура ачисем пĕчĕкрен çăкăр хакне туйса ÿснĕ.
Астăвасса, «Звезда» колхоз йышне кĕнĕ 5-мĕш бригада уй-хир ĕçĕсенче малти вырăнта кăна пыратчĕ. Механизаторсен, водительсен, ферма, бригада ĕçченĕсен ячĕсене ача пулин те вырăнти радиопа мухтанине илтме питĕ кăмăллăччĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра пичетленекен сводкăсенче те хуçалăх, ĕç çыннисен ячĕсене çÿлти йĕркесенче кăна курма пулатчĕ.
Вăрнарти тĕп площадьри Хисеп хăми çинче пирĕн ял çынни – Владимир Иванов – пурччĕ. Район центрне кашни килмессерен пăхса мăнаçланаттăм. Ун ĕçченлĕхĕ пирки заметка та шăрçаланăччĕ.
Владимир Анатольевич пултаруллă комбайнер пулнипе палăрнă. Тырпул çапса тĕшĕлессипе районта кашнинчех малтисен ретĕнче пынă. «Нива» комбайн яланах юсавлă, тасаччĕ.
Вăл Çĕрпÿри совхоз-техникумра пĕлÿ илнĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсан çуралнă тăрăхра тĕпленсе тăван колхозра ĕçе кÿлĕннĕ. Комбайнер кăна мар, нумай çул вăл «Звезда» колхозăн хăрушсăрлăх техникин инженерĕ те пулнă. Колхоз аркансан ĕççи вăхăтĕнче «Енĕш» хуçалăхра, «Вурнарский» агрофирмăра, «Луч» кооперативра тăрăшнă.
Кăтартуллă ĕçĕшĕн ăна тĕрлĕ çулсенче Вăрнар райкомĕн Хисеп грамотипе, ВЛКСМ тĕп комитечĕн «XI пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» Хисеп паллипе, райĕçтăвкомăн, Вăрнар район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă, канма кайма путевкăсем уйăрнă, «Урал» мотоцикл, çăмăл машина, телевизор парнелесе хавхалантарнă. Халĕ вăл сурăхсем ĕрчетессипе тимлет.
Вăл вăхăтра, паллă ĕнтĕ, ĕç профессийĕсем самай хисепре пулнă. Арçын ачасем тăван çĕртен аякка ытлашши саланман. Хура ĕçрен хăраман – ялтах ĕç вырăнĕ тупнă. Владимир Анатольевич, тĕрĕссипе, ашшĕ çулне суйласа илнĕ. Анатолий Иванович Иванов Шупашкарти автомотоклубра шофер правине илнĕ тата службăра пулнă хыççăн ĕмĕрĕпех колхозра ку енĕпе вăй хунă, Кивçурт Енĕш бригадин бригадирĕ пулнă. Нумай çул кладовщикре тăрăшрĕ. Ăна та ĕçри хастарлăхĕшĕн грамотăсем чылай панă.
Анатолий Ивановичăн тепĕр ывăлĕ те, Лев, мĕн колхоз арканичченех урапаллă тракторпа ĕçленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Валерий те – шофер. Васкавлă пулăшу тытăмĕнче тăрăшать.
Ырă ята тивĕçнĕ механизаторсем Кивçурт Енĕшре татах пур. Анатолий Афанасьевич Афанасьев халăх хисепĕнчен нихăçан та тухмасть. Пурăнакансен йышĕнче çук пулин те ял çыннисем вăл мĕн тери тÿрĕ кăмăлпа, ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланине халĕ те аса илеççĕ. Енĕшри тата Кĕçĕн Кипекри шкулсенчен вĕренсе тухсан ăна тÿрех Совет Çарне илнĕ. Салтак аттине хывсан Канашри механизаторсен училищинче пĕлÿ пухнă. Хыççăн чĕри тапма пăрахичченех ДТ-75 тракторпа ĕçленĕ.
Техникăна чунтан юратни, ăнланни, тарăннăн пĕлни ун ачисене те куçнă. Виталий çар ретĕнче пиçĕхнĕ хыççăн тăван тăрăхран тухса каймарĕ. Колхозра ăна çĕнĕ трактор шаннăччĕ. Халĕ хуçалăх çук пулин те, кăмăлланă ĕçе пăрахмасть вăл. Çĕрпе тухăçлă ĕçлет, кăна валли ун тем тĕрлĕ техника та пур. Кулибинсен ретне те ăна çăмăллăнах тăратмалла – кивĕ запас пайсенчен ун ылтăн аллинче вăшт! кăна çĕнĕ техника «çуралать».
Виталий Анатольевичăн мăшăрĕ, Татьяна та, ĕçчен çемьерен. Ашшĕ, Тимофей Митрофанович Митрофанов, нумай çул водительте тата бригадирта тăрăшрĕ. Пиччĕшĕсем – Вячеславпа Юрий – пултаруллă водительсем пулнă.
Татьянăпа Виталий Афанасьевсен ултă ача. Ашшĕ-амăшĕн савăнмалли пур – пилĕк ывăлĕ те пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿсеççĕ, техникăра аван ăнкараççĕ.
Анатолий Афанасьевăн кĕçĕн ывăлĕ, Николай та, ăста механизатор. Нумай çул ĕнтĕ вăл Уйкас Кипекри «Луч» кооперативра вăй хурать. Вячеслав Ижелеев ертÿçĕ чи маттур ĕçченсен йышĕпе ăна пуринчен малтан асăннине пĕрре мар илтнĕ. Ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрни Николай Анатольевич «Акатуй» сцени çине пĕр-икĕ хутчен те хăпарма тивĕçнинчен те аван курăнать.
1965–1995 çулсенче «Звезда» колхоз районти 25 хуçалăхран малти пилĕк колхоз йышĕнче пулнине палăртать Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Николай Алексеевич Алексеев та. «Ку, паллах, ял халăхĕ тăрăшса ĕçленипе пулнă. Ялта çамрăк механизаторсем, шоферсем ÿссе çитĕнчĕç. Ферма ĕçне те çамрăксем хутшăнчĕç. Çавна пула çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе уй-хир тухăçĕпе те, сысна ĕрчетес енĕпе те кивçурт-енĕшсем малтисен ретĕнче пыратчĕç», – тет вăл.
Чăн та, Кивçурт Енĕшри механизаторсен корпусне талантлă çынсем чăмăртаннă. Çÿлерех асăннă çынсемсĕр пуçне Федор Гервасьев, ун ывăлĕ Леонид, Геннадий Антонов, Геннадий Андреев, Тит Петров, Иван Лукин, Василий Романов, Анатолий Кузьмин трактористсем, Николай Кузьмин, Владимир Егоров комбайнерсем, Николай Федотов, Павел Тихонов, Игорь Тихонов, Вячеслав Митрофанов, Юрий Митрофанов, Василий Васильев водительсем. Çамрăкраххисем аслисенчен тĕслĕх илнĕ. Николай Сергеевич Сергеевăн «шкулĕнчен» тухакансем йышлă пулнă. Трактора та, комбайна та тухăçлă ĕçлеттернĕ вăл, чылай çул техпаркăн мастер-наладчикĕнче тăрăшнă. Ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă.
Ферма ĕçченĕсен хисепĕ те нихăçан та сÿнмест. Хальхи пурнăçра та вĕсен ĕçне пысăк шая хурса хаклаççĕ.
Кивçурт Енĕшре, акă, Григорий Макаров йĕркелесе пынипе 1950-мĕш çулсем пуçламăшĕнче ял вĕçĕнчи çырма сăмсахĕнче тăмпа улăм хутăштарнă блоксенчен сысна амисене ĕрчетме вите туса лартнă. Ферма заведующине Федот Тихонович Тихонова çирĕплетнĕ. Кормокухньăпа юнашар ĕçлекенсем валли общежити çĕкленĕ.
Малтанхи вăхăтра фермăра Елизавета Иванова, Вера Лукина, Фекла Ильина, Валентина Яковлева, Таисия Ильина, Ольга Егорова, Зинаида Иванова свинаркăсем тăрăшнă.
60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕнĕ ферма çуртне тунă. Кадрсен йышĕ те пысăкланнă. Сысна пăхассипе Калерия Михайлова, Анна Егорова, Лидия Григорьева, Елена Егорова, Ольга Лукина, Роза Николаева, Зоя Степанова, Елена Кузьмина, Ольга Ильина, Юлия Григорьева, Реорита Иванова, Елена Петрова, Лидия Александрова, Анастасия Иванова, Елизавета Андреева кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă. «Чух-чухсен» йышĕ 1 пинрен иртнĕ. Тĕп амасем 120 пуç шутланнă.
Ферма ĕçченĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарнă. Елизавета Иванова, акă, Мускава ВДНХ-на кайма тивĕçнĕ. Вера Лукина вара «Хисеп палли» ордена тата ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Кивçурт Енĕшре лашасем те йышлă усратчĕç. Нумай ĕçе вĕсен вăйĕпе пурнăçланă. Утсене Христофор Матвеев тата Виталий Сергеев ачасене пăхнă пек пăхатчĕç.
Выльăх-чĕрлĕх сывлăхне сыхласси те çÿллĕ шайра пулнă. Ку ĕçре тĕрлĕ çулсенче Федот Тихонов, Лука Павлов, Федор Яковлев, Анатолий Антонов тимленĕ.
Халь шутлатăн та – çĕршывăн ял хуçалăх çĕкленĕвне кивçурт-енĕшсем те мĕн чухлĕ вăй, тупăш хывнă вĕт! Ĕçрен юлса ĕçсе çапкаланса çÿрекенсем пулман. Лаша, сысна витисем тулличчĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатма вите-фермăсене, йĕтем-ампарсене çĕнетсех тăратчĕç. Вĕсем таврашĕнче, çулсем хĕррипе, ял урамĕпе çырмасенче нихăçан та çумкурăк ашкăрман – колхозниксем ятарлă нарядпа вĕсене вăхăтра çулса-тасатса тăнă. Шел те, ял хуçалăх комплексĕнчен халĕ темиçе ампар кăна тăрса юлнă...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |