Ÿсĕр çын упана та килĕшмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017, 14:41 Просмотров: 534

Юрать, ун «тыткăнне» лекнĕ Мăньял Хапăсра пурăнакан Анатолий Чернова йытăсем çăлнă

Ĕç-пуç иртнĕ шăматкун Росохотрыболовсоюзăн Вăрнар районĕнчи Салука вăрманĕнче вырнаçнă тĕрĕслев станцийĕнче пулса иртнĕ. Сунар йыттисене вольерти чĕрчунсем çинче вĕрентнине курма килнĕ арçын тĕрĕслев вырăнĕн чиккинчен каçса кайнă. Вĕренÿ вăхăтĕнче йытăсене тапăнтарнипе ахаль те урнă Люся упа ами Анатолий Чернова, кăшт пырне хĕртнĕскере, тÿрех çапса антарнă. Пуçне, хырăмне, ал-урине амантнă. Ăна тÿрех район тĕп больницин хирурги уйрăмне çитернĕ.

Упа лаппине çакланнă 68-ти арçын больница койки çинче кăна хăй телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнине туйса илнĕ. Çакна вăл больница палатинче пулнă май пĕлтерчĕ. Анатолий Чернов хăй те ку станцире ĕçленĕ, нихăçан та йăнăш туман. «Паллах, хамах айăплă. Юлташсем-сунарçăсем патне кăшт сыпса кайнăччĕ. Пĕтĕмпех сисмен-шутламан вăхăтра пулса тухрĕ, палăртнă йĕртен темиçе сантиметр кăна кĕрсе кайнăччĕ – упа ами йăвантарса та ячĕ. Читлĕхре пурăнать пулин те, тискер чĕрчун туйăмĕсем çухалмаççĕ çав унăн. Халь шутлатăп та – эрех ĕçни пурнăç хакне тăма пултарнă-çке. Сунарçăсем çухалса каймарĕç – тÿрех хăйсен йыттисене ирĕке ячĕç, лешсем вара çынна çăлмаллине хăвăрт чухласа илчĕç», – пĕлтерчĕ вăл.

Халĕ арçын сывлăхĕ енчен аптрамасть. Çине-çинех шÿтлет. «Турра шĕкĕр, сурансемпе кăна çырлахрăм», – тет вăл.

Чăн та ĕç-пуç пысăк инкекпе те вĕçленме пултарнă вĕт. 20 çула яхăн каялла çак станцирех кунашкал тĕслĕх пулнă. Тимсĕрлĕхе пула Хапăс çыннине, ÿсĕрскерне, ун чухнехи Маша упа ами вилмеллех çурса тăкнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика