Ершепуç ял тăрăхĕнче хресчен чунĕллĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Алексей Николаевич Фадеев фермер.
Унăн хуçалăхĕ çемье фермине аталантарма 10 миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Нухратăн пĕр пайĕпе ял хуçалăх техники, 15 пуç ăратлă пушмак пăру туяннă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă выльăх-чĕрлĕх 70 пуç шутланнă, çав шутра – 29 ĕне. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче 100 пуç ĕне вырнаçмалăх комплекс тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Çĕнĕ фермăра сĕт пăрăхĕ вырнаçтарĕç. Пĕтĕмĕшле комплекса çĕклеме 13,5 миллион тенкĕ хывма палăртнă.
«Мураты» кооперативăн ферма территорийĕнче те ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхра çĕнĕ вите çĕклессипе тăрăшаççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |