Тавăрма шутланă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:00 Просмотров: 354

Нумаях пулмасть Йĕпреç район сучĕн практикăра сайра тĕл пулакан уголовлă ĕçе тишкерме тивнĕ. Суд тенкелĕ çине – 66-ри Вăрнар хĕрарăмĕ, Вăрнар район судĕнче техперсоналта ĕçленĕскер.

Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха вăл; Следствипе Йĕпреç район сучĕ палăртнă тăрăх, хĕрарăм суд ĕçне сĕмсĕррĕн хутшăнса чăрмав тунă-мĕн.

«Техперсоналта тимленĕ çак хĕрарăм, пĕрле пурăнакан арçынна кунтан ĕçрен кăларса янăшăн тарăхнăскер, тавăрма шутланă. Сиен кÿрес тата Вăрнар район сучĕн ертÿлĕхне хур тăвас тесе вăл судра тишкерÿре пулнă уголовлă ĕç материалĕсене тĕп тума тĕллев тытнă.

Пĕлтĕрхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче хĕрарăм, кивĕ журналсем тата çÿп-çап илнĕ пек кăтартса, суд ларăвĕн секретарĕн кабинетĕнчен уголовлă ĕç материалĕсене вăрттăн йăтса тухнă. Суд çурчĕн картишĕнче хутсене çÿп-çап çунтармалли кăмакана персе тĕп тунă. Çак киревсĕр ĕçе пула уголовлă ĕçе пăхса тухмалли вăхăт тăсăлнă, граждансен конституциллĕ прависене те пăснă.

Суд умне тăнă хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăнман пулин те, çакă свидетельсен тата ытти кăтартусемпе çирĕпленнĕ», – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Йĕпреç район сучĕ хĕрарăма 50 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика