Тăванлăх – пысăк хаклăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017, 14:42 Просмотров: 1765

Çак кунсенче Пăртасри тĕлĕнмелле ырă хĕрарăм, амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ, мăн асламăшĕ Фекла Прокопьевна Пылина килĕнче хăна-вĕрле сĕрлерĕ кăна. Сăлтавĕ çав тери сумлă – ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри 85 çул тултарчĕ

Фекла Прокопьевнан пурнăçа юратнине, хаваслăхне, чун хавалне чăнахах та ăмсанмалла. Чылай çул хыçа хăварнă пулин те унра иксĕлми чунлăх, çынлăх тапса тăрать. Çак хаклăхсем ачисене те хывăннă. Ку çемьере вашаватлăх, чи кирли – тăванлăх пуç пулса тăраççĕ.

Хуйхине те, суйхине те, савăнăçне те пĕрлештернĕ кун-çулĕ пирки чунри хумханупа каласа кăтартрĕ Фекла Прокопьевна. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Çемьере сакăр ача. Сиввине те, выççине те курнă. Пĕчĕк ачаллах колхоз ĕçĕнче пилĕк авнă. «Мĕнле калаççĕ-ха чăвашсем: вутă çурнă, утă çулнă...» – вăл вăхăтра пĕтĕм çын çапла пурăннине ытарлăн палăртать Фекла Порокопьевна.

Ытарлăн тенĕрен, кунашкал çаврăнăшсем ун калаçăвне чылай илемлетрĕç. Çакă вăл чăваш чĕлхин учителĕ пулнипе те çыхăннă ĕнтĕ.

Ку профессие вăл хăй вĕреннĕ Чурачăк шкулĕнчи учителе Мария Григорьевна Гурьевана кура ачаранах юратнă, ун пек пулма ĕмĕтленнĕ.

Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чĕри хавасланса кĕтнĕ диплома алла илсен направленипе Тутарсан Республикине вĕçтернĕ. Шăпа вара ăна Вăрнар районе çитернĕ. «Пулас мăшăрăмпа вĕреннĕ вăхăтрах паллашнăччĕ. Хăй диплом илсен министерствăран приказ илсе мана Вăрнара куçарттарчĕ», – аса илет Фекла Прокопьевна.

Малтанах вăл Туçи Çармăсри сакăр çул вĕренмелли шкулта тăрăшнă. Альберт Гордеевич Пылина савнийĕ юнашар пулманни каллех килĕшмен, Пăртасрах вырăн тупма тăрăшнă вăл.

Çапла 1960 çултан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Пăртас шкулĕнче тимленĕ Фекла Прокопьевна: малтан пионервожатăйра, кайран ĕмĕрĕпех – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. «Класĕсем пысăкчĕ – 25–30-шар ача. Икшер-виçшер класс. Анчах çакă мана килĕшетчĕ кăна. Хальхи пек сахал ачапа эп ĕçлеме те пĕлеес çук пуль», – аса илÿ ун сăнĕнче хаваслăх çуратрĕ.

Ĕçе чунтан юратни калаçу тăршшĕпех аван сисĕнчĕ. Ахальтен мар хăй ертсе пынă кружокĕсем, спектакльсем лартни, писательсен каçĕсем пирки чун хăпартланăвĕпе каласа кăтартрĕ.

Ĕçне ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ çеç мар, патшалăх шайĕнче те хакланă. Вăл – социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи (1973 ç.), Ĕç ветеранĕ, Хисеп хучĕсем нумай.

– Шкулта халĕ те хисеплени кăмăла çĕклет. Уявсене кашнине чĕнеççĕ, – хĕпĕртесе пĕлтерет ырă чунлă хĕрарăм.

Пылинсен тăватă ачи те хăйсем пекех маттур: Аля Елчĕк район тĕп больницин куç врачĕ, асли, Ираида, амăшĕ çулĕпе кайнă – Шупашкарти пĕр шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, Светлана Вăрнар район тĕп больницинче медсестрара тăрăшать. Александр Арктикăна тĕпчет (ун çинчен тĕплĕнрех «Çĕнтерÿ çулĕн» 71-мĕш №че вулăр).

Шел, мăшăрĕ, Альберт Гордеевич, 30 çул каяллах пурнăçран уйрăлнă. Пăртасшăн çав тери нумай тăрăшнă вăл. Парти ĕçĕнче вăй хунă, ял Совет председателĕ пулнă. Юлашки çулсенче «Çĕнтерÿ çулĕнче» тăрăшнă.

– Çамрăклах юратнă çынсăр тăрса юлтăм пулин те мĕскĕнленсе çÿремен. Хуйха ĕçпе, ачасен юратăвĕпе пусарнă, – тет вăл.

Чун кÿтнĕ вăхăтра Фекла Прокопьевна алла йĕппе çип, крючок тытнă, чĕнтĕрсем нумай çыхнă, чÿрече каррисем, вырăн таврашĕсем, саппун-тутăрсем тĕрленĕ.

Юрла-юрла ĕçленĕ вăл. Илемлĕ сассипе ял çыннисене те пĕрре мар тыткăнланă.

Иксĕлми тепĕр чун туртăмĕ унăн – кĕнеке вулама юратни. Юлашки вăхăтра Улькка Эльменĕн «Упраймарăм сана» кĕнекипе «пурăнать». Кĕнекене автор хăй парнеленĕ Фекла Прокопьевнана. «Хамăн та мăшăр пурнăçран ир кайрĕ те макра-макра вулап, манса каясран çырса пырап», – пĕлтерет вăл. «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне кĕтет, тĕплĕ вулать, упрать.

Мăнукĕсене пурнăç парнеленĕ чи пысăк парне тесе шутлать Фекла Пылина: кĕçĕн мăнукĕсемпе пĕрле пĕтĕмпе тăххăрăн вĕсем. Юратнă асламăшĕ-кукамăшĕ патне пурте çитеймен пулин те саламсене вĕсем видеопа ăсатнă. Саша ывăлĕ вара Хĕвелтухăç-Çĕпĕр тинĕсĕнчен, 78-мĕш çурçĕр широтинчен салам янă.

Çакă ĕнтĕ вăл чăн-чăн тăванлăх. «Аннене çемьери туслăха, аппа-пиччесене хисеплеме, кирлĕ вăхăтра пулăшма, яланах пĕрле пулма вĕрентнĕшĕн пысăк тав. Мĕн чухлĕ ăслă канаш паман пулĕ вăл пире?» – тет Аля хĕрĕ.

Фекла Прокопьевна юлашки çулсенче хĕллехи вăхăтра Вăрнарта пурăнать. Çуркунне тăван яла таврăнсанах пахчаçимĕçпе ĕçлеме тытăнать.

– Эп хама чăн-чăн телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп. Ача-пăча сывă, хăйсен ĕçĕнче вăйлă тимлеççĕ. Мăнуксене, кĕçĕн мăнуксене пăхса савăнатăп. Пĕртăван аппа пурри чуна çĕклет, вăл 92-ре. Çакăнта ĕнтĕ вăл – телей, – юнашар пырса ларнă кĕçĕн мăнукне ыталарĕ Фекла Прокопьевна...

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика