Виçĕ океан, тăхăр тинĕс урлă каçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.07.2019, 10:28 Просмотров: 322

Василий Иванович Комаров Анаткас Хапăсра çуралса ÿснĕ. Ача чухне Чапаев ячĕллĕ колхоз уйĕнче аслисемпе пĕрле ĕçленĕ. Хапăсри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1977 çулта Калининăри проф-техучилищĕре тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ.

Шкулта вĕреннĕ чух кĕнекесем вулама юратнă. Географие вĕрентекенĕн Иван Сидоровичăн урокĕсем чуна ларнă. Кашни урокрах карттă тăрăх çĕршывсем тавра çул çÿренĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ ÿссен тинĕс училищине вĕренме кĕрес шухăш çуралнă. Ял ачисемпе хĕлле йĕлтĕрпе, çунашкапа çырмасене, тăвайккисене якатнă. Çулла волейболла, футболла, лапталла вылянă.

Вунсаккăрти каччăн 1978 çулхи юпа уйăхĕнче çара кайма ят тухнă. Василий Комаров служба вăхăчĕсене çапла аса илет: «Икĕ талăк Канашра, хыççăн Хусанта тăтăмăр. Ятарлă çар эшелонĕ пире Инçет Хĕвелтухăçне илсе кайрĕ. Вакунсене кĕрсе вырнаçсанах офицерсем: «Сирĕн служба пуçланчĕ», – тесе каларĕç. Манпа пĕрле хамăр ялти Илья Арбузов, Сергей Калинников, Утарти Костя Михайлов пулчĕç. Новосибирскра Арбузова хăварчĕç. Вунă талăкран Владивостока сакăрвуннăн çитрĕмĕр. Медицина комиссийĕ хыççăн хĕрĕх çамрăка Тинĕс-Çар флотне ячĕç. Вăл шутра эпĕ те пултăм. Моряк формине тăхăнсан, ара, пĕр-пĕрне паллаймарăмăр! Шавлатпăр кăна!

Владивостокран Русский çурутравĕ çине вĕренÿ чаçне ячĕç. Казармисем – тахçан тĕрме пулнă хулăм стеналлă çуртсем.

Вĕренÿ чаçĕнче «механик газотурбинной установки» тата «водолаз» специальноçсене алла илнĕ. Устава тимлесех тишкернĕ. Пире вăтам класри сыхлав карапĕ валли хатĕрленĕ. Çур çул хушшинче 3–4 сехет кăна çывăрни те сахал мар пулнă. Тăрăшсах вĕреннĕ. Час-часах вăхăта, çанталăка пăхмасăр вĕренÿ тревогисем пулатчĕç. Шыв айне 10 метр тарăнăш анса курнă. Шыв пусăмĕ самаях палăратчĕ.

Вĕренÿ ишевĕнче Вьетнама туслăх куравĕпе çитсе килтĕмĕр, хамăр посольство урлă шыв, апат-çимĕç илсе каялла таврăнтăмăр.

1979 çулхи ака уйăхĕнче Владивостокра служба вăтам класри «Разящий» карап çинче малалла тăсăлчĕ. Пирĕн карап американсен авианосецĕсем хыççăн Япони тинĕсĕнче çÿрерĕ. Вĕсем пирĕнтен хăратчĕç. Енчен те самолет е вертолет вĕçсе хăпараймасан – авианосец пирĕншĕн меллĕ мишень. Эпир ăна хамăр шывсене кĕртмен. Вĕсен самолечĕ е вертолечĕ пĕрмай пире сăнатчĕ. Американсем пирĕн карапа ÿкерсе илетчĕç, тем калатчĕç. Пĕррехинче вĕсем пирĕн çывăха бомба пăрахрĕç. Ун хыççăн пире çÿлти палуба çине тухма чарчĕç.

1980 çулта Мускаври çуллахи Олимпиада умĕн пире, пилĕк специалиста, çĕнĕ карап илме Балтийск хулине ячĕç. Пĕр-ик кун Мускавпа та паллашма май килчĕ. Авăн уйăхĕнче Балтика тинĕсĕнчен пуçласа Ла-Манш, Гибралтар проливĕсем, Атлантика, Инди, Лăпкă океанĕсем, темиçе залив, Сарă, Кăнтăр Китай, Япони тинĕсĕсем урлă Владивостока çитрĕмĕр.

Географи урокĕсенче Африкăри тата Азири çĕршывсене хам куçпа куратăп тесе шутламан та. Мозамбикри Бейра портĕнче шăрăх пирки кафене кĕтĕмĕр. Вырăнти çынсем пĕчĕккĕн ĕçсе чĕрĕ кальмар çиетчĕç, пире курсан «Рашн, рашн» теме пуçларĕç. Эпир кальмара чĕрĕлле çиме пултараймарăмăр.

Мапутăна çитиччен хамăрăн «Москва» крейсера сыхласа пытăмăр. Инди океанĕнче пирĕн курссем уйрăлчĕç. Эпир АПШ-н 4 авианосецĕ хыççăн çÿрерĕмĕр. Африкăран иртнĕ чух пирĕн хыççăн акулăсем, дельфинсем ишсе пыратчĕç. Штормсем чухне палуба çине тухма юрамастчĕ. Анчах пĕр матрос приказа пăснă, вăл çухалчĕ.

Экватор урлă каçнă чух Нептун кунне ирттерчĕç. Ун чух айăпа кĕнисене мазут пички витĕр кăларчĕç. Кайран вĕсем ятарлă супăньпе çăвăнчĕç. Пĕтĕм экипаж – офицерсем, матроссем – ятарласа тунă брезент бассейнра шыва кĕчĕ. Пурне те «Экватор урлă каçнă» тесе удостоверенисем пачĕç.

Штормсем чухне апат çиме йывăрччĕ: яшка сирпĕнсех пĕтетчĕ, тарелкăсем вĕçетчĕç кăна. Карапа хумсем 3–4 метра çĕклесе перетчĕç.

Кĕме ирĕк панă портсенче рейдра тăнă чух вăлтапа пулă тытаттăмăр. «Дедовщина» пулман, ун пирки питĕ хытарнă. Малтан аслă матрос пултăм, служба вĕçĕнче – 2-мĕш статьяри старшина. Çĕнĕ карап çинче 1981 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пултăм.

Киле килме пире, «дембельсене», Артем хулине пуçтарчĕç, ятарлă самолетпа Актюбинска çитерчĕç. Унтан ятарлă поездпа – Куйбышева. Шупашкара автобуспа каç кÿлĕм çитрĕм. Тăван яла таксипе ларса кайрăм».

А.Хапăс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика