Мăн Явăшри культура çуртне хута янăранпа 20 çул çитрĕ. Унтанпа чылай çĕнелсе улшăнчĕ вăл. Çултан çул юсав ĕçĕсем пынăран культура çурчĕ чăннипех çынсен кану центрĕ пулса тăчĕ.
Культура çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче ял поселенийĕн администрацийĕ вырнаçнă, иккĕмĕш хутĕнче – краеведени музейĕпе библиотека. Кунтах хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕсен нумай ÿкерчĕкĕпе Явăш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăсен кĕнекисем упранаççĕ.
Культура центрĕнче ĕçлекенсем ял халăхĕн канăвне лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Ташăпа юрă ушкăнĕсем вунна яхăн ĕçлеççĕ. Явăш тăрăхĕнчи халăх пултарулăх ушкăнĕсем районти тата республикăри фестивальсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакна Хисеп хучĕсемпе паллашсан лайăх туйса илетĕн.
Культура çурчĕ çулсеренех çĕнелсе илемленет терĕмĕр. Кăçал кăна юсавçăсем унăн тăррине çĕнĕрен витрĕç. Халĕ вăл районти чи илемлĕ культура центрĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.
Владимир МОСКВИН.
Ноябрь 2024 |