Санарпуçсемпе çĕньял-хапăссем хăйсем пурăнакан тăрăха хăтлăх кĕртес енĕпе хытах тимлеççĕ. Пĕрле пуçтарăнса, пĕр шухăшлă пулса пуçаруллă утăмсем тăваççĕ, калăпăшлă ĕçсем пурнăçлаççĕ.
Вырăнти влаç тата Çĕньял Хапăс ялĕн депутачĕпе Сергей Никифоровпа Санарпуç ял старости Антонина Филимонова йĕркеленипе Çĕньял Хапăсри «Сивĕ шыв» çветтуй çăлкуç территорийĕнче субботниксем иртнĕ. Кунти купельте шыв юхма пăрахнă. Санарпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем чăн-чăн хастарлăх кăтартнă – купеле çĕклесе тăприне йăлтах тасатса кăларнă. Çĕрĕ пĕр КамАЗ чухлех пухăннă. Ĕç пахалăхлă пултăр тесе вак чул сарнă. Субботниксенче Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виталий Беловпа, администраци ĕçченĕсемпе – Лариса Антоновăпа, Альбина Семеновăпа, Любовь Киселевăпа – тата Сергей Никифоровпа, Антонина Филимоновăпа пĕрлех çак хастарсем вăй хунă: Алексей Краснов, Михаил Ильин, Сергей Власов, Сергей Иванов, Михаил Волков, Александр Иванов, Евгений Федоров, Анна Платонова, Вера Алексеева, Александр Петров, Елизавета Федорова, Владимир Антонов. Валентина Григорьева ĕçлекенсене апат-çимĕç пĕçерсе çитернĕ. Строительство материалĕсемпе Антонина Филимонован шăллĕ – Мускав облаçĕнчи «Коломна» Порт акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев – тивĕçтернĕ.
Санарпуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче «çул – пурнăç артерийĕ» тенине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă Çĕньял Хапăсри пĕртăван Даниловсен урамĕнчи çула вĕçне çитичченех такăрлатма май килнĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе республика субсидийĕпе, вырăнти ял тăрăхĕн тата халăхăн укçи-тенкипе усă курса пурнăçланă.
Ял çыннисем хăйсем пурăнакан тăрăха хăтлăх кĕртме хутшăнни савăнтарать. Анчах çав вăхăтрах пуçаруллă утăмсем тума шикленекенсем пуррине те палăртса хăвармалла.
Çанă тавăрса ĕçлемелли татах пур-ха. Çĕньял Хапăсри тата Санарпуçĕнчи Аслă Çĕнтерĕве – 40 çул, Никитин урамĕсенчи çулсене те хытă сийпе витмелле.
Санарпуçсем маттур. Йышпа тухса Симĕс урамĕнчи кĕпере юсанă. Халĕ транспорт та йĕркеллĕ каçса çÿреме пултарать.
Санарпуç ял тăрăхĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çинчен» хушăва пурнăçлассипе тăрăшса тимлеççĕ. Ял çыннисем пĕрлехи вăйпа масар картине çĕнетсе улăштарма пултарнă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |