Йăлари çÿп-çапа турттарса кайма Çĕмĕрлерен килекен хăватлă автомашина водителĕ поселокри Ленин урамĕнчи 2-мĕш çурт кил хушшипе иртеймесĕр асапланнине пĕрре кăна мар курнă. Уйрăмах хĕл кунĕсенче йывăр – çурт çумне шăкăринех лартса тухнă çăмăл автомашинăсем малалла кайма чараççĕ. Тепĕр чухне хаклă вăхăта çур сехете яхăнах çухатаççĕ. «Çÿп-çап контейнерĕсем патне кĕрсе тухма çав тери кансĕр, питĕ мелсĕр вырăн, – пăшăрханса пĕлтереççĕ водительпе пулăшаканĕ. – Контейнерсене урăх çĕре вырнаçтарма май çук-ши;»
Вĕсен шучĕпе, çÿп-çап пухмалли вырăна будкăсемпе гаражсенчен ирĕкленнĕ çĕре куçарсан меллĕрех пулмалла. «Капла машинăпа Советски урамĕ енчен ăшă трасси патне çитме пулать», – теççĕ кашни кунхи йывăрлăхсенчен хăтăлас ĕмĕтлĕскерсем.
Халĕ хайхи 2-мĕш çурт умĕнчи çула юсассипе тимлеççĕ. Чăн та, тем сăлтавпа ĕç самаях тăсăлса кайрĕ. Кунта ялан шыв капланса тăнăран ятарласа дренаж хума палăртнă, çавна май пластик валаксем вырнаçтарнă. Юсав пынă тапхăрта подъездсем умне машинăсем лартма чарнă. Анчах пĕри темшĕн çакна пăхăнман. Тунтикун çав машинăна пула çÿп-çап турттаракан хăватлă транспорт тем вăхăтчен сигнал парса тăчĕ, анчах хуçи тупăнмарĕ. Ирĕксĕрех малалла куçма лекрĕ, шел, пысăк йывăрăшпа пластик валаксем арканса юрăхсăра тухрĕç. Çакăншăн халĕ кам айăплă-ши; Çулне туса пĕтереймен – ăна çĕмĕрме-аркатма пуçларăмăр та.
Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн, çул ансăрланнă май, ку çурт умĕнче автомашинăсем лартма чармалла. Тĕрĕссипе, нумай хутлă ытти çуртсем умĕнче те автомашинăсен вырăнĕ пулмалла мар. Поселокра техника лартмалли ятарлă вырăнсем (тÿлевлĕ е тÿлевсĕр) йĕркелеме тахçанах вăхăт çитнĕ. Пуçарулăх тата çирĕплĕх кăна кирлĕ.
А.ИВАНОВ.
Ноябрь 2024 |