Канупа спорт юнашар пулни аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.08.2019, 16:30 Просмотров: 282

Çуллахи вăхăтра ялсенче, чăн та, спорт вăййисенче пиçĕхекен ачасене сайра курма пулать. Çакă чи малтанах пуçаруçăсем çуккипе те çыхăннă, ахăртнех.

Хапăс тăрăхĕнче пурăнакансене вара ку енĕпе тивĕçлипех ăннă темелле. Михаил Павлович Павлов тата Юрий Александрович Тикинев тренерсем кĕçĕннисене çу тăршшĕпех тĕрлĕ енлĕн пиçĕхтереççĕ. Нумаях пулмасть тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен пысăк ушкăнĕ шкул çумĕнчи стадионта эстафетăра тупăшнине сăнанăччĕ. Тренерсем мĕн тери пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕç туни савăнтарчĕ.

Кунашкал занятисем каникулта кашни кунах икĕ хутчен иртеççĕ. Стадиона Хапăсра, Анаткас Хапăсра, Мăньял Хапăсра пурăнакан вăтăра яхăн ача пухăнать. Вăл шутра Шупашкартан, Мускавран каникула аслашшĕ-асламăшĕ патне килнĕ вĕренекенсем те.

– Спортра çитĕнÿ тăвас тесен сезон вăхăтĕнче кăна тренировкăсем ирттерни çителĕксĕр. Результат кирлĕ пулсан çулла та тар тăкма тивет, – терĕ Михаил Павлович.

Тепĕр заняти сывă пурнăç йĕркин тусĕсене йĕлтĕр-роллерсем çине тăратать. Ачасем ятарлă спорт трасси çукки пирки автомобиль çулĕсем çинче ярăнаççĕ, машинăсем сахалрах çÿрекен маршрутсене суйлаççĕ. Ытти çулсенче вĕсене час-часах Пăртас çулĕ çинче курма пулатчĕ. Тренерсем кăçал кунта асфальт ытла та çĕмĕрĕлсе пĕтнине палăртаççĕ. Çавăнпа вырăна улăштарма тивнĕ. Халĕ йĕлтĕрçĕ-роллерсен çиçĕмле хăвăртлăхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен, ăнтăлăвĕнчен Мăньял Хапăсри, халăхра калашле – Тукас урамĕнче пурăнакансем тĕлĕнеççĕ. Кунне 15–20 километр хыçа хăвараççĕ-çке вĕсем.

Велосипед маршручĕн çулĕ тата вăрăмрах. Вăл Хапăсран Катăша, Вăрманкаса, Пăртаса, Волонтера, Çарăклăпа Вăрман Шăхале те çитерет. 50 километр таран! Ку дистанцие саккăрăн тухаççĕ. Анчах та ачасемпе тренерсене пăшăрхантараканни те пур. Ку – спортинвентарь çителĕксĕртереххи. Роллерсем, акă, иккĕ кăна, çавăнпа йĕлтĕрçĕсен вĕсемпе ылмашăнса ярăнма тивет. Пĕр енчен хавхалану пур – кăçал вĕсене çĕнĕ йĕлтĕрсемпе тивĕçтерме шантарнă. «Инвентарьсĕр хăть мĕн чухлĕ хатĕрленсен те ăмăртусенче пьедестал çине лекеймĕн», – терĕ шухăшлăн Михаил Павлович.

Паллах, ĕçленин усси пур. Ку тренерсем патĕнче пиçĕхекен ачасем çулсерен тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерсем пулса тăраççĕ. Кăçал, акă, спорт хастарĕсене – Вальăпа Настя Тикиневасене, Карина Федорована, Роман Михайлова, Михаилпа Владимир Скворцовсене – Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе «Росинка» сиплевпе спорт лагерĕнче профильлĕ сменăра канма суйласа илнĕ.

Спорт тусĕсен умра пысăк ăмăртусем. Вăрнарсен вĕсенче çĕнтерес шанăç пысăк. Çавăнпа та вĕсем кунсерен тренировкăсенче кăмăлтан пиçĕхеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика