– Нухрата пĕшкĕн те ил, пĕшкĕн те ил, ан ÿркен кăна, – ытарлăн калаçрĕ 65–70 çулсенчи арçын, Вăрнар район хаçачĕн редакцине пĕлтерÿ пама килнĕскер.
Кăçал улмуççисем вăйлă çимĕç пачĕç. Кил хуçи шучĕпе, укçа çук теекенĕн, сăмахран, мĕншĕн панулми пасара тухса сутас мар-ха; Хăш-пĕр тăрăхра авă хуçасăр выртакан анкартисем çук мар. Вĕсенче улма йывăç авăнать кăна. Шел тулĕк, панулмине пуçтаракансем çук. Кил хуçисем пурнăçран уйрăлса кайнă е вĕсен ачисем аякри хуласенче пурăнаççĕ. Хайхи арçын вара, ялĕнче ăна Йăван тете теççĕ, хуçасăр выртакан çĕрсене те тимлĕхе илнĕ, тăванĕсенчен ирĕк илсе миххи-миххипе панулми пухать иккен, выльăх-чĕрлĕхе тăрантарать, тупăшлă вырнаçтарма та пултарать, курăкне те çулса илет. Шултра мăйракаллă выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçмалăх çителĕклĕ утă хатĕрлет. Лешĕсем тăван килĕнче тирпей-илем кĕртнĕшĕн савăнаççĕ кăна.
Тата вăрманта кăмпи, мăйăрĕ тулли. Пилĕке авма кăна ан ÿркен. Хурăн, юман милĕкĕсем те хатĕрлесе сутать Йăван тете. Ал-ура çыпăçсан çынна выçă аптратмасть тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ.
Кил хуçи арçынĕ – пирĕнпе кÿршĕллĕ Канаш районĕнчен. Унăн хушма хуçалăхĕ питĕ тĕреклĕ иккен.
– Выльăх-чĕрлĕхе ура пусма вырăн çук,– терĕ кил хуçи. – Мăшăрпа пилĕк ĕне тытатпăр. Сыснасем ĕрчететпĕр. Утар пур. Анкартире темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтеретпĕр. Тивĕçлĕ канăва тухни ĕçлемесĕр лармаллине пĕлтермест. Хăш-пĕрисем кунĕн-çĕрĕн кÿршĕ-аршă пурнăçне сÿтсе вăхăт ирттереççĕ. Хăйсем кил картинче чăх та тытаймаççĕ. Пуян пурăнас тесен тенкел çинче ларма юрамасть.
70 çулсене çывхаракан Канаш çынни питĕ йăрă. Çывăхри районсенчи хаçат редакцийĕсене çитсе выльăх-чĕрлĕх сутни çинчен пĕлтерÿсем вырнаçтарать.
– Урасем утсан алăсем тăрантараççĕ. Вăрнар енче ман пек хастар çынсем пур-и;– тăрук ыйтрĕ вăл.
Йăван тете малтанах каппайчăк-мухтанчăк пек туйăнать, анчах та ĕçпе кушăрханă алăсене курсанах шухăша улăштаратăн.
– Вăрнарсем те канашсенчен юлмаççĕ, – терĕ пирĕн калаçăва итленĕ çамрăк хĕрарăм, Мăн Турхан тăрăхĕнче пурăнаканскер. – Эпир мăшăрпа мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 9 пуç тытатпăр. Уттине сутмалăх та хатĕрлетпĕр.
Йăван тете пачах та вĕчĕрхенмерĕ. «Маттур çамрăксем эсир. Хастар кÿршĕсем пурришĕн савăнатăп. Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать. Куç хăрать те, алă тăвать ,– терĕ вăл кăмăллăн.
Вăрнар тăрăхĕнче хушма хуçалăха аталантарассипе тăрăшуллă ĕçлекенсем сахал мар. Хăмăшри Галинăпа Михаил Козловсем, Пайăкри Алевтинăпа Олег Ивановсем, Çĕрпелти Еленăпа Борис Николаевсем, Кÿстÿмĕр тăрăхĕнчи Светланăпа Виталий Васильевсем тата ыттисем чăннипех те ырă ята тивĕçлĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |