Район уй-хирĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.08.2019, 16:39 Просмотров: 575

Хĕвел хĕртсе пăхать. Уяр кунсем тăраççĕ. Район уй-хирĕнче 35 комбайн ĕçлет. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 3909 гектар вырса илнĕ, 11646 тонна çапса тĕшĕленĕ.

Ыраш вăйлă тухăç панă. Çавалкассем кашни гектартан вăтамран 48 центнер, санарпуçсем – 47, çĕрпелсем 46 центнер пухса илнĕ.

Карл Маркс ячĕллĕ, «Санары», «Янгорчино» кооперативсенчи урпана та ытарма çук. «Янгорчино» хуçалăхра кăна тыррăн тухăçĕ 51 центнерпа танлашнă.

«Янгорчинăра» хастар, опытлă механизаторсем Леонид Леонидов, Александр Раков, Юрий Леонидов, Анатолий Иванов ĕçлеççĕ. Хуçалăхăн йĕтемĕ çинче ĕç кал-кал пырать. Уй-хир ылтăнне вăхăтра тасатса управа хурас тесе тĕллевлĕн тăрăшаççĕ.

Пăрçана 190 гектар çинчен вырнă, 507 тонна çапса илнĕ. Вăтам тухăç – 27 центнер. Хуçалăхсене уйрăммăн илсен чи пысăк кăтарту Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн – пăрçана кашни гектартан 41 центнер çапса илнĕ.

Çĕрулмине Александр Аврамов тата Валентин Павлов фермерсен хуçалăхĕсем кăлараççĕ, «иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 8 гектар пухса кĕртнĕ, çав шутра 6 гектарĕ – Валентин Павловăн.

Кĕр аки вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессипе «Знамя», «Мураты», «Броневик», «Хорнзор» кооперативсем, Валентин Павлов, Михаил Тарасов, Игорь Сергеев фермерсен хуçалăхĕсем тăрăшаççĕ.

Кĕр тыррисем 394 гектар акнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта ĕç кăтартăвĕ пĕчĕкрех – 115 гектар пулнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика