Спортăн ку тĕсне кăмăллакансем çулталăк тăршшĕпех тренировкăсенче пиçĕхеççĕ. Çакă ăмăртура та пулăшать.
Нумаях пулмасть, акă, Шупашкарта йĕлтĕр-роллерçĕсем Чăваш ен чемпионатĕнче тупăшнă. Унта Вăрнарти Роман Михайлов чемпион пулса тăнă.
Çак кунсенче вара районăн паллă тепĕр спортсменĕсем Рязань облаçĕнче хĕллехи полиатлон программипе иртнĕ тĕнче чемпионатне хутшăннă. Вĕсен роллерлă йĕлтĕрсемпе чупма, винтовкăран пеме тата турник çинче туртăнма тивнĕ. Вăрнарти Николай Созонов ăмăртăвăн пиллĕкмĕш йĕркине йышăннă. Мăньял Хапăсри Владимир Тикинев ветерансем хушшинче виççĕмĕш пулнă.
Çак эрнере йĕлтĕрçĕсем роллерсемпе Чăваш ен чемпионатĕнче тупăшĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |