Вăрман çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл – пурлăх çăлкуçĕ çеç мар, халăх йăлисемпе культурине йĕркелекен хутлăх та.
Сентябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче вăрман службинче тимлекенсем хăйсен профессилле уявне – Вăрман ĕçченĕн кунне – паллă тăваççĕ. Ун умĕн Чăвашстат специалисчĕсем республикăри вăрман ресурсĕсем тĕлĕшпе кĕске информаци хатĕрленĕ.
Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин даннăйĕсемпе, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман фончĕн лаптăкĕ 596,5 пин гектарпа танлашнă. Вăрмансем регион территорийĕн пĕрре виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ. Ытларах – çулçăллă йывăçсем: 386,8 пин га. Лăсăллă вăрмансем – 167,4 пин га. Йывăçăн пĕтĕмĕшле запасĕ 83,9 млн кубла метрпа танлашать.
Вăрмансене сыхласа хăварас тĕллевпе пĕлтĕр 597 га çинче йывăç-тĕм чĕртес ĕç пурнăçланă. Сиенлĕ организмсенчен хÿтĕлесе 3,4 пин га çинче профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ, 1,4 пин га çинче санитарипе сиплев ĕçĕсем. Питомниксенче 5 га вăрман ÿсен-тăранĕсене акнă.
Вăрманти йывăçсен тĕсĕсене çĕнетес, вĕсен çирĕплĕхне ÿстерес тата вĕсене пăхас тĕллевпе 2018 çулта 4,4 пин га вăрман каснă, вĕсенчен 1,4 пин гектарне – çутă кĕртес тата тасатас, 1,1 пин гектарне – сайралатас, 1,8 пин гектарне витĕр иртмелле тăвас тĕллевпе.
Вăрмансене упраса хăварас тĕлĕшпе мерăсем йышăннă пулин те, иртнĕ çул 120 га йывăç-тĕм пĕтнĕ, вăл шутран 66 гектарĕ хурт-кăпшанкăсем сиенленипе, 28 гектарĕ – чирлесе, 26 гектарĕ – çанталăк условийĕсене пула.
Вăрман пурлăхне сыхласа хăварасси тата ÿстересси ку служба ĕçченĕсенчен нумай килет. 2018 çулта республикăра ку тытăмра 641 çын тимлени паллă.
Вăрман – наци пуянлăхĕ, çĕр илемĕ, экологи тăнăçлăхĕн тата халăх сывлăхĕн никĕсĕ. Вăл хăйĕн пурлăхне хĕрхенмесĕр парать, промышленноçра тата йăлара пулăшать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |