Çул строительствин ыйтăвĕ çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă май, уйрăмах пысăк тимлĕхре.
Çул пурри уйрăмах ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çитменнине, çакă аталанăвăн тĕп палли те. Паллах, пĕр вăхăтрах пĕтĕм çĕрте çĕклеме çук вĕсене, çавăнпа та хăйсен территорийĕнче çĕнелекен çулсемшĕн халăх хытах хĕпĕртет.
Нумаях пулмасть Çĕрпел салинчи икĕ çул лаптăкĕнчи юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Коммунистически урамра вăл 330 метр, ку урамран тытăнса 10-мĕш пилĕкçуллăх урамне çитичченхи тăкăрлăкра 200 метр çĕнелнĕ. Комисси А.Ефимова уйрăм предпринимателĕн ĕçне лайăх хак парса пахаланă.
Ку подрядчик кăçал Туçи Çармăс ялĕнче вак чултан çул сарнă. Халĕ ун строителĕсем Çавалкасра вăй хураççĕ. Кунта Илепер тата Пионер урамĕсенчи çулсене юсаççĕ.
Çавăн пекех кăçал Кивçурт Енĕшре, Кив Шуртанта çĕнĕ çулсем хывнă, вĕсене вак чул сарса хытарнă, тротуарсем сарнă.
Шĕнер Ишекри Лупаславар урамĕнче пурăнакансем те хăйсене телейлисем шутне кĕртме пултараççĕ. Кунта пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех строительсене халĕ Кив Мĕлĕшри, Уйкас Кипекри ял урамĕсенче те çулсене çирĕплетессипе тимленине курма пулать.
Район çулĕсене çĕнетесси те тимлĕхре. Кÿстÿмĕр – Кульцав автоçул пĕр километр таран юсанмалла. Шăтăк-путăк пулса кайнă вырăнсенче асфальта талккăшĕпе сараççĕ. Ку объектри ĕçсем валли 3 миллион та 75 пин ытларах тенкĕ уйăрнă.
Ку çулла çавăн пекех Шăхасан – Калинино – Уйкас Кипек автоçулăн япăхланса кайнă вырăнĕсене те асфальтпа якатнă.
Ятарлă комиссисемсĕр пуçне объектсенчи ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та тимлĕхрен кăлармасть, лару-тăрупа вырăна тухса паллашсах тăрать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |