Шăматкун каçхине Кÿстÿмĕр çывăхĕнче ГИБДД сотрудникĕсем «Рено Логан» машинăна чарма тăнă. Хăйне кăтартнă паллăна водитель курмасăр нимле те пултарайман.
Апла пулин те инспекторсем хушнине пурнăçлас вырăнне вăл машинăн хăвăртлăхне тăрук ÿстернĕ те юнашар ял еннелле вĕçтернĕ. Айăпĕ çук-тăк çапла хăтланмĕччĕ: автоинспекторсемпе куçа-куçăн тĕл пулассинчен шикленнипех тарма пуçăннă ĕнтĕ. Анчах машинăна хăваласа инкеке лекнĕ – кювета çаврăнса ÿкнĕ.
«Автомобиль рулĕ умĕнче хĕрарăм пулнă иккен. Малтанхи даннăйсем тăрăх, водитель хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнман. Суранланнăскере васкавлă медицина пулăшăвĕ çитиччен инспекторсем пĕрремĕш пулăшу кÿнĕ.
ГИБДД сотрудникĕсенчен ахальтен тарман тесе шутлама сăлтав пур. Сăмахран, ÿсĕррипе-уррине палăртакан медицина тĕрĕслевне тухма вăл килĕшмен.
Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснă автоледи тĕлĕшпе темиçе административлă ĕç пуçарма тивнĕ: управлени правинчен хăтарнă çын медицина тĕрĕслевне тухманшăн; правасăр çын транспорт хатĕрĕпе çÿренĕшĕн тата полици сотрудникĕ машинăна чарма хушнине пăхăнманшăн.
Чăваш енри ГИБДД управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, кăçал ку водителе çул çинче палăртнă хăвăртлăха ÿстернĕшĕн 5 хутчен административлă явап тыттарнă», – пĕлтерет шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.
Çул çине тухнă ÿсĕр водитель – пуриншĕн те пысăк хăрушлăх. Обществăлла канаш представителĕсем кун пек тĕслĕхсене курсан-асăрхасан полицие 102 е 8(8352)62-00-22 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.
Ноябрь 2024 |