Леонид Николаев: «Эпир халăхпа уççăн калаçма яланах хатĕр»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.09.2019, 14:19 Просмотров: 279

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Григорьевич Николаевпа халăха хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явасси ырă йăла пулса тăчĕ. Хальхинче унпа вĕрентÿ тата ком-муналлă хуçалăх тытăмĕ тавра калаçатпăр.

– Паян вĕрентÿ тытăмне аталантарасси – патшалăхăн приоритетлă задачисенчен пĕри. Хамăр тăрăхри шкулсемпе ача сачĕсенчех куратпăр – вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе те мухтанмалăх пур ĕнтĕ...

– Вĕрентÿ организацийĕсене 2019–2020 вĕренÿ çулне хатĕрлеме мĕнпур шайри бюджетран 34 миллион тенкĕ уйăрнă. Кÿстÿмĕрти шкулăн спорт залĕнче тĕплĕ юсав ирттернĕ. Ăна çĕнетме пĕтĕмпе 1 миллион ытларах тенкĕ тăкакланă. 50 процент е ытларах кивелнĕ муниципаллă вĕренÿ организацийĕсене тĕплĕ юсас программăна кĕрсе Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта пысăк ĕç пурнăçланă: çурт тăррине çĕнетнĕ, технологи кабинечĕсем пулнă çурта юсанă. Çак ĕçсене тума 7 миллион та 810 пин ытларах тенкĕ уйăрнă.

Ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме пĕтĕмĕшле 6 миллион та 368 пин ытларах тенкĕ тăкакланă. Вĕсенче апатлану блокĕсене юсанă, электросистемăна, çурт тăррисене, пушар сигнализацийĕсене улăштарассипе ĕçсем пурнăçланă, видеоасăрхав валли хушма оборудовани вырнаçтарнă. Кĕçех вĕсене кухня оборудованийĕ килсе çитмелле.

– Ку тытăмра палăртнă наци проекчĕсем те вĕрентÿ шайне çĕклес тĕллевлĕ. Хамăр районта пурнăçланаканнисем пирки каласа кăтартмăр-и?

– «Вĕрентÿ» наци проекчĕ Раççейри вĕрентĕвĕн конкурентлăхне ÿстерес, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине, социаллă яваплăхлă граждансем çитĕнтерессине тĕнчери чи вăйлă вунă çĕршыв йышне кĕртес тĕллевлĕ. Пирĕн республикăра сакăр регион проекчĕ пурнăçланать, Вăрнар районĕнче – улттă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, «Паянхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче гуманитари тата цифрăллă вĕренÿ профилĕсемпе «Ÿсĕм точки» медиацентрсем ĕçлесе каймалла. 2024 çул тĕлне кунашкал центрсем вунă шкулта уçăлĕç.

Шкул ачисене естествăлла наукăсемпе кăсăклантарас тĕллевлĕ «Шкула – наука» проект малалла тухăçлă ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн Вăрнарти 2-мĕш шкулăн биологи пÿлĕмĕ лаборатори оборудованийĕпе пуянланчĕ. 2024 çул тĕлне çакнашкал кабинетсем вунă шкулта çĕнелмелле.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект – «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ». Ун йĕркипе районти мĕнпур шкулта интернет-çыхăну лайăхланĕ. Санарпуç шкулĕ вара «Ростелеком» пулăшнипе чи малтан пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнчĕ. 2020 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче цифра вĕренĕвĕн «IT-куб» центрĕ йĕркеленĕ. Ачасем унта программăсем хатĕрлеме, система администраторĕн ĕçне, цифра гигиенине тата даннăйсен пысăк калăпăшĕпе ĕçлеме вĕренĕç.

«Пуласлăх билечĕ» профориентаци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин хушăвĕпе Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула суйласа илнĕ. Унта ачасене туллин аталанма, хăйсен вырăнне тупма тата малашлăхне палăртма пĕтĕм условисем туса хурĕç.

«Ачаллă çемьесене пулăшасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн районта тăхăр консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне, уйрăм çынсене ачисене вĕрентес тата воспитани парас, тăлăх ачасене хÿтлĕхе илес ыйтусемпе психологипе педагогика пулăшăвĕ тата консультацисем параççĕ. «Март– июнь уйăхĕсенче, сăмахран, ку енĕпе 325 тивĕçтерÿ кÿнĕ. Консультацие йышăнăва килсе, сăмах вĕççĕн тата телефонпа илме пулать. Çавăн пекех социаллă сетьре ятарлă ушкăн йĕркеленĕ: унта психолог, логопед тата ыттисен пулăшăвне илме май пур.

«Социаллă хастарлăх» проект наставничествăна, обществăлла пуçарусемпе проектсене, вăл шутра доброволецсен сферине те, аталантарма условисем туса хурас тĕллевлĕ. 2024 çул тĕлне ыркăмăллăх ĕçне граждансен 20 процентне явăçтармалла. Хальхи вăхăтра районта волонтерсен 22 команди ĕçлет, обществăлла ĕçе «ЮНАРМИЯ» юхăмăн 300-е яхăн доброволецĕ хутшăнать.

Çавăн пекех районта «Кашни ача ăнăçăвĕ» тата «Пуласлăх учителĕ» проектсем те пурнăçланаççĕ.

– Юлашки çулсенче районта ача шучĕ сахал пирки хăшпĕр ял шкулĕсем хупăнчĕç е хăшпĕр вăтам шкула пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени шайне хăварчĕç. Çав вăхăтрах нумай ял ачи поселокри, Калининăри шкулсене вĕренме çÿрет. Çакă ял шкулĕсен тултараслăхĕ çине япăх витĕм кÿмест-и?

– Вăрнар районĕнче вунпилĕк вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан виçĕ шкул шутланать. Юлашки виçĕ çулта оптимизаци йĕркипе Уравăшри тата Хăмăшри тĕп шкулсене хупнă. Халĕ Уравăшран 27 ачана Санарпуçĕнчи, Хăмăшран 20 ачана Ярмушкари шкулсене турттараççĕ.

Район территорийĕнче юлашки çулсенче вăтам шкулсен шучĕ чакман. Йышпа чи сахаллинче 36 ача, чи нумаййинче 1001 ача пĕлÿ илеççĕ.

Поселокри шкулсене вырăнта вĕренÿ учрежденийĕ пур ялсенчен ачасене турттармаççĕ. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула Кив Мĕлĕшрен тата Çĕн Мĕлĕшрен 17, 2-мĕш вăтам шкула Упнертен тата Кивьял Хапăсран 54 ачана автобуспа илсе çÿреççĕ. Ку ялсенче хăйсенче шкул çук.

Яллă вырăнта пĕтĕмпе 16 шкул вырнаçнă. Çулсерен район администрацийĕн йышăнăвĕпе территорие пăхса кашни ял ачине çывăхри шкул çумне çирĕплететпĕр. Анчах та хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене урăх шкула, тĕслĕхрен, Вăрнара вĕренме ярас шутлă пулсан, вĕсене вĕренÿ учрежденине хăйсен илсе çитермелле.

– Кадрсен ыйтăвĕ пирки те сăмах хускатас килет. Мĕнле шутлатăр, «Земство учителĕ» тата районта пурнăçланакан хавхалантару программи лару-тăрăва мĕнлерех улăштарĕ?

– Вĕрентÿ тытăмĕ умне лартнă задачăсем кадрсен тивĕçтерĕвĕнчен нумай килеççĕ. Пирĕн çĕршывра çĕнĕ технологисем вăй илсе пыраççĕ пулин те учитель хальлĕхе тĕп звено вырăнĕнчех юлать. Чи кирли – унăн хăйĕн вĕренекенĕсенчен самай малта пымалла.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе йышăннă федераци проекчĕ те, акă, çак тĕллеве малти плана кăларать, професси ăсталăхне ÿстерессине пысăк вырăн уйăрать.

Паянхи куна районти шкулсенче 361 педагогика ĕçченĕ вăй хурать, вăл шутран учительсем 320-ĕн. Вĕсенчен 94,7 проценчĕ – аслă тата пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Çамрăк специалистсене явăçтарасси çивĕч-ха. Паян Вăрнар тăрăхĕн вĕрентÿ тытăмне акăлчан тата нимĕç чĕлхисен, вырăс чĕлхипе литературин, физикăпа информатика, биологипе хими, кĕçĕн классен учителĕсем çитмеççĕ. Кăçал пĕр çамрăк педагог килнĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăк специалистсене района явăçтарассипе Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе пĕрлешсе ĕçлесси пирки килĕшÿ çырнă. Кăçал ăна пурнăçласа Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкултан тухнă икĕ ача ку аслă шкула тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕнĕ.

Çамрăк специалистсене муниципалитет та хавхалантарать. Виçĕ çул стаж çитиччен оклад çумне 0,5 (хĕрлĕ дипломсене 0,75) коэффициентпа хушса тÿлет. Педвуз пĕтернĕ хыççăнах шкула вырнаçса пĕр çулталăк ĕçлесен пĕр хутчен 10 оклад парса хавхалантарасси йăлара. Çавăн пекех çамрăк учительсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси тĕлĕшпе те патшалăх пулăшăвне илеççĕ.

«Земство учителĕ» программа, чăн та, кадрсен ыйтăвĕпе лару-тăрăва улăштарма пултарĕ. Унта районти сакăр шкул хутшăнма хатĕр: Малти Ишекри, Аçăмçырминчи, Кÿстÿмĕрти (вĕсенче химипе биологи учителĕсем çитмеççĕ), Кульцаври (физикăпа информатика), Вăрнарти 1-мĕш (ют чĕлхесем, физикăпа информатика), Калининăри (ют чĕлхесем), Вăрманкасри (кĕçĕн классем), Хапăсри (вырăс чĕлхипе литератури) шкулсем.

– Коммуналлă хуçалăх тытăмĕ çине куçар. Юлашки çулсенче Вăрнар районĕ хутса ăшăтмалли тапхăра кашнинчех пысăк парăмпа кĕрет. Ресурспа тивĕçтерекен организаци ăна парса татассишĕн ытлашши тăрăшниех курăнмасть. Тен, ку тытăма Йĕпреç районĕнчи пек муниципалитета памалла мар-и? Вĕсен газпа парăмсем çук-çке.

– Паянхи кун районта ăшă парса тăрассипе «Теплокомфорт» тулли мар яваплă общество тимлет. Çак организаци газпа тивĕçтерекен предприяти умĕнче 2012 çултанпа 19,2 млн тенкĕлĕх парăма кĕрсе кайнă. Паянхи куна «Теплокомфорт» Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕпе концесси килĕшĕвĕпе ĕçлесе пырать. Вăл «Теплокомфортăн» концесси килĕшĕвне пăхăнса поселока ăшăпа тивĕçтерессине хăй çине илнĕ. Килĕшĕве 2016 çулта 10 çуллăха йышăннă. Çак тапхăр иртмесĕр хула поселенийĕ урăх нимĕнле организаципе те ĕçлеме пултараймасть, мĕншĕн тесен килĕшĕве пăрахăçлама икĕ енчен те калаçса татăлни кирлĕ. Ку организаци 2026 çулччен концесси килĕшĕвĕпе ĕçлесе пырас тĕллевлĕ, унта пăхнă ĕçсене пурнăçлама шантарать.

Каласа хăвармалла, хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăрта – пĕлтĕрхи октябрьтенпе апрель уйăхĕччен – çунтарнă газшăн организаци пĕтĕмĕшле тÿлесе пычĕ. 3 процент енне малтан пуçтарăнса пынă парăмсемшĕн ытларах та хушса тÿлерĕ.

– Парăмсем пиркиех. Вĕсем çăмхаланнă тапхăрта шывпа, ăшăпа тивĕçтерекен организацисен тата управляющи компанийĕн ертÿлĕхĕнче пĕр çын тăрăшрĕ. Çав вăхăтрах ку организацисем пĕрне-пĕри пысăк парăма кĕрсе кайрĕç. Çакă мĕнле пулма пултарать-ха? Вĕсем çапла ĕçлени халăха влаçа хирĕç тăратниех мар-и?

– Малтанхи тапхăрта шыв парса тăрассипе «Водоканал» тулли мар яваплă общество ĕçлесе пынă. Хальхи вăхăтра вăл панкрутра. Ку организацие кам ертсе пынине пурте пĕлеççĕ. Ăшăпа тивĕçтерекенсем те вĕсемех пулнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене ООО «Интех» управляющи компанийĕ пăхса тăчĕ. Çак организацисен хуçи, чăнах та, пĕр çынах пулнă. Çакна çирĕплететĕп, ăшăпа тивĕçтерекен организацие «Интех» управляющи компани 25 млн та 180 пин тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. Ăна вăхăтра парса татнă пулсан пирĕн газшăн парăмсем çăмхаланмастчĕç. Çавăн пек лару-тăру сиксе тухни тÿрремĕнех çак организаци тулли мар яваплă общество, вăл уйрăм çын аллинче пулнипе çыхăннă. Çавăнпа çак обществăн ĕçне район администрацийĕ нимĕнле те кĕрсе кайма пултарайман. Вĕсем халăха е влаçа хирĕçле ĕçлесе пынине компетентлă органсем татса парĕç тесе шутлатпăр. Унсăр пуçне, каласа хăвармалла, çак ыйтăва хускатнă май, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри ăшăшăн та, шывшăн та вăхăтра тÿлемен пирки пысăк парăма – 4,5 млн тенке – кĕрсе кайнă.

Приставсем, паллах, ку енĕпе ĕçлеççĕ. Кăçал поселока ăшă пама йывăр пулать. Пире газпа тивĕçтерекен организаци кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра кĕриччен 1–1,5 млн тенкĕ тÿлеме ыйтать. Хула поселенийĕпе ăшă паракан организацин шутламалла, пĕр пус та тÿлемесен Вăрнар поселокне газ парасси йывăр пулать.

– Нумаях пулмасть çĕршыври пĕр хулари садикре ача çине йывăç ÿкнĕ инкеклĕ тĕслĕх пулчĕ. Пирĕн Вăрнар центрĕнче те хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсем пур. Сăмахран, район сучĕн территорийĕнчи тирексем. Юрать, хальлĕхе çил-тăвăлла пулăмсем пулман, анчах та çанталăк синкерĕ пулсан вĕсем пысăк инкек кăтартма пултараççĕ...

– Ку тĕрĕс ыйту. Анчах та район сучĕн территорийĕ, вăл шутра – çĕрĕ те, федераллă пурлăх шутланать. Кÿршĕсен çĕрĕ çине кĕрсе каяймастпăр-çке, район администрацийĕ те ку территорие кĕрсе каяймасть. Ку ыйтăва татса парасси республикăри суд департаменчĕн полномочийĕ тесе шутлатăп. Пирĕн вĕсем патне ыйтупа тухмалла. Ку тирексем чăнах та ÿссе кайрĕç.

Райсуд пахчин тулашĕнчи тирексем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ вĕсен тураттисене касассине тепĕр çул планне кĕртесшĕн. Больница территорийĕнчи çÿллĕ, ватă йывăçсене кăçал тасатаççĕ.

– Хаçат редакцине килекенсем çакăн пек ыйтăва та параççĕ: район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи чăрăшсене мĕншĕн сайралатмаççĕ-ха, çурчĕ хитре, ăна «чаршав хыçĕнчен» кăлармаллах, теççĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Район администрацийĕ умĕнчи Ленин палăкĕпе чăрăшсене лартассине Вăрнар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Воля Афанасьевич Иванов пуçарăвĕпе совет тапхăрĕнче йĕркеленĕ. Вĕсем ÿссе сарăлса кайрĕç. Хăрса пыракан йывăçсене тасатса тăратпăр, çăра ÿсекеннисене те кăштах сайралатма шутлатпăр. Анчах хитре ÿсекен чăрăшсене район администрацийĕн çурчĕ курăнтăр тесе вуçех касса пăрахас шухăшлă мар. Эпир халăхран нихăçан та пытанман. Хăть кирек кампа та тĕл пулса калаçма хатĕр. Чăрăшсем администраци умĕнчи лаптăка илем çеç кÿреççĕ тесе шутлатпăр. Вĕсене влаçпа халăха уйăрса тăракан чаршав вырăнне хумастпăр.

– Паянхи кун район умĕнче мĕнле тĕллевсем тăраççĕ-ха?

– Умра тăракан тĕллевсем, ĕçсем нумай. Кăçал эпир «Атăла сыватасси» программăна лекме пултартăмăр. Ку ĕçре «Август» Фирма нумай пулăшрĕ, объектăн проектне хатĕрлесе пачĕ. Аукциона Çĕрпÿри «ПМК-8» организаци выляса илчĕ. Биологилле тасатакан сооруженисене икĕ çулта хута ямалла. Ун пĕтĕмĕшле хакĕ – 406 миллион тенкĕ. Хальхи вăхăтра кунта пысăк ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене субподряд организацийĕсене те явăçтарнă. Кăçал 230 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Ку объект поселока питĕ кирлĕ – пирĕн каяш шывсене тасатассине йĕркелемеллех. Çавăн пекех предприятисемпе организацисен те вырăнта тасатмалли стационарлă станцисем тумалла. Ку ĕçе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче йĕркеленĕ. Хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕпе аш-какай комбиначĕн те объекта туса пĕтернĕ тĕле ку ĕçе вĕçлемелле. Унсăрăн вĕсене çĕнĕ станцин пăрăхĕсемпе çыхăнтарма пултараймастпăр.

Пысăк ĕçсенчен тепри – Калинино шкулĕ çумĕнче пристрой çĕклесси. Проекта хатĕрлеме пуçланă. Вăл экспертиза витĕр тухсан çурта 2020–2021 çулсенче хута ямалла. Çавăн пекех çитес çул Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 50 процент ытла кивелнĕ шкулсене юсас программăна кĕрсе 30 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттересшĕн. Çакăн пек ыйту та тăрать: поселокра е çĕнĕ шкул тумалла, е 1-мĕшĕ çумĕнче тепĕр корпус хăпартмалла. Вăрнар поселокĕнче тепĕр ача сачĕ кирлех тесе шутлатпăр.

Кунсăр пуçне, «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа Вăрнарти ытти микрорайонсене те хăтлăлатмалла. Кăçал Зеленăй тата Севернăй тăкăрлăксенче ĕçсем пурнăçланаççĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи кану паркне, ытти урамсене хăтлăлатас-илемлетес тĕллевпе 2020 çулта программăна лекмеллех. Çавăн пекех Вăрнарта уйрăм çуртсене шыв кĕртес, канализаципе çыхăнтарас ыйту çивĕч. Вăрнар хула администрацийĕн тĕллевĕ — çак проекта хатĕрлесси. Унсăр пуçне, çитес çул «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексне тĕпрен юсама палăртнă.

Район умĕнче тăракан ыйтусем чылай. Кăçал та сахал мар ĕçленĕ. Вăл шутра – халăха çÿп-çап реформине хăнăхтарассипе те. Çĕнĕ йĕркепе пĕтĕмпе 276 контейнер площадки йĕркеленĕ.

Çавăн пекех федераллă программăпа килĕшÿллĕн районти 13 яла (250–500 çын пурăнакан вырăнсенче) пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă, 78 км кабель тăснă.

Плансем пысăк, ĕçĕсем çителĕклĕ, кăмăл пур – пĕрле ĕçлесе пырăпăр. Район çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене уççăнах пама пултараççĕ.

– Уçă калаçушăн тав!

Вячеслав НИКОЛАЕВ,

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика