Ачасене пулăшни пархатарлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:50 Просмотров: 278

Вăрнар районĕ те мартăн 15-мĕшĕнчен тытăнса августăн 31-мĕшĕччен пынă «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцине хутшăнчĕ. Ун пĕрлехи çÿпçине 329 пин те 86 тенкĕ те 50 пус хыврĕ.

Ырă ĕçре организацисемпе предприятисем хастар пулчĕç, уйрăмах: район администрацийĕ, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, «Звездопад» филиал, «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество, районти вĕрентÿ учрежденийĕсем, районти тĕп больница, Калининăри психоневрологи интерначĕ, К.Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Хорнзор», «Санары», «Мураты» хуçалăхсем тата ыттисем те.

Ачасене аслисен юратăвĕ тата тимлĕхĕ кирлĕ. Пирĕн пуласлăх вĕсем мĕнле çитĕннинчен килет. Сывă та телейлĕ ачасем – пурнăç тăсăмĕн, общество пуянлăхĕпе чечекленĕвĕн никĕсĕ.

Ыркăмăллăх марафонĕ – пурнăçăн тĕрлĕ йывăр лару-тăрăвне лекнĕ ачасене пулăшмалли чи лайăх мел. Республикăра вăл 20 çул иртет, пуçаруçи тата йĕркелÿçи – «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш енри уйрăмĕ.

Вăрнар районĕнче ун йĕркипе пухăннă укçа-тенке шкулсене сахал тупăш илекен, нумай ачаллă çемьесенчи вĕренекенсене вĕри апат çитерме уйăрнă.

2018 çулта ыркăмăллăх марафонĕн укçипе ача сачĕсем валли аталану вăййисем тата теттесем, ача-пăча пултарулăх çуртне робототехника наборĕсене туянма янă.

2019 çулта сахал тупăшлă çемьесенчи 1-мĕш класа каякан ачасене шкул наборĕ туянма пулăшма шутланă. Марафон пухминчен 61 ачана пулăшнă. Юлнă укçа-тенке вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма ярĕç.

Ачасене пулăшас ĕçе хутшăннă кашни çынна, кашни коллектива тав тăватпăр.

Район администрацийĕн

вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ.

Психологипе педагогика, медицина

тата социаллă пулăшу центрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика