Лайăх хаклава тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:52 Просмотров: 307

Хевтесĕр çамрăксем хушшинчи професси ăсталăхĕн «Абилимпикс – 2019» чемпионачĕ йĕркипе республикăра пĕрремĕш хут «Абилимпиксăн чи лайăх волонтерĕ» конкурс та иртнĕ.

Хăйсен пултарулăхне кăтартса, республикăри чи хастар волонтерсен йышĕнчи тăхăр çамрăк тупăшнă конкурсра. Вĕсем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен: Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ професси, экономикăпа технологи колледжĕсенчен, педагогика университетĕнчен, тĕп хулари транспорт строительство технологийĕсен тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕсенчен. Кашниех гражданла активлă кăмăл-шухăшлă, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те маттур. Конкурсра вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарнă.

Вăрнар техникумĕн чысне ăмăртура Борис Ильдуганов волонтер- студент тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. Çамрăк пуян портфолио пухнă. Тăрăшса хатĕрленĕ презентацийĕ те волонтерăн проектне, ÿсĕмĕсене, мероприятисене хутшăнса пурнăçланă ĕç-хĕлне туллин уçса панă. Экспертсен ыйтăвĕсем те «такăнтарман» ăна: тĕрĕс те анлă хуравланă. Унăн обществăлла тата волонтерла ĕçĕ-хĕлĕ лайăх хака тивĕçнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика