«Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.09.2019, 09:54 Просмотров: 346

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Фронтра пулнă салтаксем хăшпĕр ял тăрăхĕсенче пачах та юлман, вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Çамрăк ăру вĕсен паттăрлăхне нихăçан та манмĕ.

Шел те, вăрçă ачисем те сахаллансах пыраççĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми тăрăшнă çынсем пысăк хисепе тивĕç. Вĕсен хастарлăхĕнчен, тÿсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Кĕмĕл çÿçлĕ ветерансем паян та алă усса лармаççĕ, хăйсен кил хуçалăхĕсенче мĕнпур вăя пухса тăрăшаççĕ. Юнкун старостăпа Антонина Филимоновăпа Санарпуçĕнчи сахал мар ватă çынпа тĕл пултăмăр. 88–94 çулсенчи ветерансем хăнасене питĕ хапăл пулчĕç (Пурин пирки те хаçатра çырса кăтартăпăр. – Авт.).

Чи малтан пире маттур ватăсенчен пĕри – Мария Семеновна Радаева – кĕтсе илчĕ. 89 çула çывхараканскер кăçал анкарти тулли пахчаçимĕç çитĕнтернĕ. Кишĕрĕ питĕ вăйлă тухăç панă. Витрене те аран-аран вырнаçать. Помидорĕ те тĕрлĕ сортли. Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне лайăх курăнать. Мария Семеновна çу тăршшĕпех пахчаçимĕçе вăхăтра çумласа-шăварса тăнă.

– Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр, – терĕ Мария Семеновна.

Кил-çуртĕнче кăна мар, анкартире те, пахчара та тирпейлĕх хуçаланать. Улмуççи айĕнче пĕр çĕрĕк çимĕçе те асăрхаймăн, ĕçчен кинеми панулмисене пуçтарсах тăрать. Кил картинче чупса çÿрекен чăххи-чĕппи йышлă.

Мария Радаева качча кайман, унăн хăйĕн ачи-пăчи çук, анчах та вăл пĕччен мар. Кинеми патне тăванĕсем пĕрмаях килсе çÿреççĕ, ăна юратса-хисеплесе «Маюçки акай» теççĕ.   Мария Радаева ырă чунлă. Чирлĕ ашшĕпе амăшне кăна мар, хреснамăшне те пăхса-асăрхаса тăнă.

Мария Семеновна Санарпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Икĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, анчах та çамрăксене çуралнă тăрăха чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрмен. Ашшĕ чирлĕ пулнăран фронта каяйман, анчах та утар тытма вăй çитернĕ. Телее, ашшĕпе амăшĕ ĕçре хастар пулнăран вăрçă вăхăтĕнче те Мария пĕртăванĕсемпе выçă ларман, сĕтел çинче кăпăшка çăкăр яланах пулнă. Мария çывăх çыннисенчен тĕслĕх илсе пилĕк авма ирех вĕреннĕ. «Эп туман ĕç юлман»,– терĕ ветеран.

– Суха пуçне тăнă, капан тунă, тырă та акса вырнă, патшалăх валли вăрман каснă... – калаçăва малалла тăсрĕ Маюçки акай. – Лашасем çитменрен йывăç-вут турттарма Агапи аппапа иксĕмĕр сăвакан ĕнепе вăкăра та кÿлнĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе çăварлăхланă чухне Мария 14 çулта пулнă. Тăван çĕршыва уралантарас тесе хĕр-упраç та тар тăкнă. 7 класс пĕтернĕскер тантăшĕсемпе тата ытти вăйпитти çынсемпе вăрманта вут хатĕрленĕ. Ĕç укçи пачах тÿлемен. Анчах ыранхи ырă пурнăçшăн ĕмĕтленекенсем тертлĕ пулсан та пачах та нăйкăшман, бараксенче çĕр каçасран та хăраман.

Этем пуласси ачаранах паллă теççĕ. Мария Радаева шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Акă ăна 1943 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче панă Мухтав грамоти сыхланса юлнă. Çак хаклă хута Мария Радаева «отлично вĕреннĕшĕн тата примерлă поведенишĕн» тивĕçнĕ. Мухтав грамотине ветеран типтерлĕ упрать.

– Хĕрĕм, санăн врача вĕренме каймалла,– тенĕ ашшĕ. Мария Радаевăна та ку професси килĕшнĕ, анчах та вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене пула çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртеймен. Ĕçчен хĕр пуçа усман. «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă»,– тесе хăйĕн кăмăлне çĕкленĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех район агропромышленность комплексне аталантарассишĕн вăй хунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул.

Çынна кура мухтавĕ. Мария Семеновна «Санары» колхозра, «Вурнарский» совхозра ĕçленĕ чухне яланах малти ретре пулнă. Унăн Хисеп хучĕсем чылай.

Мария Радаеван кăмăлĕ савăк. «Паянхи пурнăç – ырлăх. Ĕçлеме анчах ан ÿркен»,– терĕ вăл.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика