Республикăра октябрĕн 1–2-мĕшĕсенче мĕнпур хулара, районта гражданла оборона енĕпе штаб тренировки иртрĕ.
Ку пĕтĕм Раççей шайĕнчи мероприяти. Ăна чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата вĕсен сиенне пĕтерессипе тимлекен службăсен хатĕрлĕхне тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Тренировкăн пĕрремĕш кунĕ – йĕркелÿ тапхăрĕ. Малтанах инкек тухсан çакăн çинчен халăха хăвăрт хыпарламалли системăсене ĕçлеттерсе тĕрĕсленĕ. Эвакуаци тата санитари тĕрĕслевĕн пункчĕсен, уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен вырăнсен, радиаципе хими тата биологи сăнавĕн посчĕсен хатĕрлĕхне те тимлĕхре тытнă. Паллах, гражданла оборона енĕпе тимлекен тата çăлавпа пулăшу службисем те тренировка майĕпе палăртнă хушусене пурнăçлама хатĕр пулнă. Ертÿçĕсен ушкăнĕ талăкĕпех ĕçлемелли йĕркене куçнă. Ытти çĕрти пекех Вăрнарти звено вăйĕсем те çак мероприятисене пуренлĕн хутшăннă.
Тренировкăн иккĕмĕш тапхăрĕ – комплекслă вĕренÿсем. Ун майĕпе хамăр тăрăхра тухма пултарнă чрезвычайлă лару-тăрăва сирессипе хăнăхусене туптанă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |