Район архивĕ тăхăр уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 316 фонд шутланать. Управра пĕтĕмпе 45059 ĕç. Документсем – 1925–2014 çулсенче йышăннисем.
Архив секторĕн заведующийĕ Лилия Тихонова пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр уйăхра Вăрманкас ял поселенийĕн 1925–1963 çулсенчи 30, Вăрнар поселок халăх депутачĕсен тата ун ĕç тăвакан комитечĕн 1992–2005 çулсенчи 72 ĕçе картонланă.
Архив докуменчĕсене комплектлас, упрас тата усă курас ĕçре халĕ «ПИК «КАИСА» V4» программа пулăшать. Унпа тинтерех усă курма тытăннă.
Раççей архив фондне комплектлас тĕллевпе архив секторĕ ĕçсен 15 номенклатурине çирĕплетнĕ. Культура министерствине Ярмушка, Пăртас, Калинино ял поселенийĕсен администрацийĕсен, К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн, районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕн ĕçĕсене (438 единици яланлăх управ, 727 уйрăм çынсен тĕлĕшпе) тишкерĕве ярса панă. Вĕсенчен яланхи управăн 379 тата уйрăм çынсен 116 ĕçне пăхса тухса йышăннă.
Çак тапхăрта Уйкас Кипек, Ярмушка, Пăртас ял поселенийĕсен, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн архивĕсене тĕрĕсленĕ, документсене хатĕрлессипе сĕнÿсем панă.
Район архивне комплектлас çăлкуçсен йышне 68 организаци кĕрет: 60-шĕ – патшалăх, 7-шĕ – уйрăм çынсен учрежденийĕсем, пĕри – обществăлла организаци. Вĕсенче пĕтĕмпе яланлăх управ валли 1012 тата уйрăм çынсен 10827 ĕçĕ шутланать. Патшалăхăн мар тытăмри ку ĕçсем 483 тата 4204 управ единиципе танлашаççĕ.
Район архивĕ ĕçлеме пăрахнă организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсен докуменчĕсене комплектлассипе те малалла ĕçлет. 2012 çулта 655, 2013-мĕшĕнче – 453, 2014-мĕшĕнче – 1496, 2015-мĕшĕнче – 650, 2017-мĕшĕнче – 304, 2018-мĕшĕнче 501 ĕçе йышăннă.
Информаципе тивĕçтерес тата документсемпе усă курас тĕлĕшпе Вăрнар район архивĕ Раççей Пенси фончĕн управленийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçалхи тăхăр уйăхра ĕç стажне, шалăва, пурăнмалли çурт-йĕр илме учета тăрассине, вĕренĕве çирĕплетме пĕтĕмпе 1003 ыйту пулнă. Вĕсенчен 787-шне майлă татса панă. Вăл шутран 21-шне – дистанцилле мелпе, 80-шне – VipNet, 5-шне МФЦ урлă.
Предприяти-организацисен реорганизацийĕ тата ликвидацийĕ тĕлĕшпе 94 ыйту килнĕ.
Район архивĕн вулав залĕнче те кирлĕ документсемпе паллашма май пур. Ку мелпе 14-ăн усă курнă. Вăхăтлăх усă курма 365 управ единицине алла панă. Суд ыйтнипе – 9 ĕçе. Вĕсене архива вăхăтра тавăрнă.
Район архивĕ виçĕ хранилищĕне пĕрлештерет. Ун туллилĕхĕ 100 процентран та иртнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |