Спортри ăсталăхĕ пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2019, 11:26 Просмотров: 550

Районта ГТО нормативĕсене йышăнасси малалла пырать.

Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне пурнăçлас енĕпе уйрăмах шкул ачисем хастар. Октябрь пуçламăшĕнче тестировани центрĕнче тĕрĕслев витĕр 11-мĕш классенче вĕренекенсем тухнă.

Ку ÿсĕмри ачасем районта 136-ăн. ГТО нормисене вĕсенчен 94-ăн пурнăçланă: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аçăмçырминчи, Ярмушкари, Калининăри, Çĕрпелти, Санарпуçĕнчи тата Кÿстÿмĕрти шкулсенче пĕлÿ пухакансем.

Район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисен спортри пултарулăхĕ пысăк. Пурте тенĕ пекех результатсене тĕрлĕ шайри Палăрту паллилĕх пурнăçланă. Çавăн пекех Сергей Иванович 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем нормативсене декабрĕн 31-мĕшĕччен пурнăçласса каларĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика