Ĕç вăл – пурнăç тыткăчи, çавăнпа та тăрăшуллă çынсем ялта чыс-сумра. Маттур та хастар хĕрарăмсенчен пĕри – Пăртасри Иустиния Даниловна Данилова.
Мĕн пĕчĕкрен пилĕк авма хăнăхнăран 90 çулти кинемей пачах та ĕçлемесĕр ларасшăн мар. Кил хуçалăхĕнче вăй çитнĕ таран тăрăшать. Кăçал Иустиния Данилова пăхнă бройлер чĕпписем питĕ самăр çитĕннĕ.
– Çуркунне серте тутлă пулсан, кĕркунне – аш-пăш. Çутçанталăкăн ку вăхăтĕнче кĕреке питĕ тулăх вара, – хавасланчĕ ĕç ветеранĕ.
Иустиния Данилова ĕмĕр тăршшĕпех Мичурин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Вăл «Хисеп палли» орден кавалерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60–70-мĕш çулĕсенче район, республика шайĕнчи ăмăртусенче мала тухнă, пьедесталăн çÿллĕ картлашки çине пĕрре мар хăпарнă. «Чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» ята тивĕçнĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |