Кĕркунне тунсăх пуссан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:18 Просмотров: 479

Сар хĕвел хăйĕн шевлисене çĕр питне сахалрах сапать. Кун кĕске, çĕр вăрăм. Кĕркунне этеме тунсăх пусса илет. Пурнăçра пĕтĕмпех кичеммĕн туйăнма пуçлать. Кĕрхи депрессирен мĕнле тухмалла;

Кăмăл-туйăма çĕклес тесен специалистсем çакăн пек меслетсем сĕнеççĕ:

ÇителĔклĔ Çывăрни. Асăрхăр, ыйхă çĕтни – депресси палли. Çавăнпа та 7 сехетрен кая мар çывăрмалла. Шел пулин те, телевизор, интернет-гаджетсем çурçĕрчченех ĕçлени тутлăн çывăрса кайма чăрмантараççĕ. Экран çутатса тăни пуç мимине сигнал парать: «Çывăрмалла мар!» Енчен те эсир ыйха путаймастăр пулсан çывăриччен уçăлма тухăр, уçă сывлăшпа сывлăр.

Физкультурăпа туслашни. Пуç миминче йĕркеленекен савăнăç гормонĕсен – эндорфинсен – шайне ÿстерме çăмăл хусканусем туни те пулăшать. /т-пĕве аталантармалли хăнăхтару ĕçĕсене пула çыннăн кăмăлĕ çĕкленет. Хусканусене кашни кун пĕр вăхăтра 10–30 минут тумалла.

Вăйлă Çутă Çутнă вырăнсенче пулни. Хĕвел пайăркисем айĕнче 15 минут пулни этеме савăнăç кÿме çителĕклĕ иккен. Анчах та кĕрхи çанталăкра мĕн тумалла-ха;! Вăйлă çутă çутнă вырăнсене суйлăр. Тĕслĕхрен, музей, супермаркет... Çавăн пекех хĕвел çуттине евĕрлекен лампăсене килте лартма пулать.

Медитаци. Хĕвелтухăç культуринчи çынсен меслечĕпе эсир те усă курма пултаратăр. Урасене хĕреслесе ларăр, алăсене чĕркуççи çине хурăр. Шăмшака лăнчах ярăр, çапах та çурăма тÿрĕ тытăр. Пилĕк айне минтер хума юрать. Хăвăр сывланине тимлĕр, ăс-тăна васкамасăр кирек мĕнле шухăшран тасатăр. Çапла шутлăр: эсир сывласа кăларатăр та вăл-ку шухăша щеткăпа тасататăр. Вăхăт иртнĕçемĕн çапла майпа ним шухăшламасăр ларма хăнăхатăр – çакă сире кичемлĕхрен хăтарĕ.

Хутшăну. Паллах, депресси чухне никампа та калаçас килмест. Çак кăткăс лару-тăруран тухас тесен мĕнпе те пулин кăсăкланăр. Тен, ал ĕçĕсем тума, чĕрчунсене пăхма юрататăр мар-и; Социаллă сетьсенче туссем тупма тăрăшăр. Пĕр енчен виртуаллă калаçу лайăх та, интернетри туспа кирек хăш вăхăтра хутшăнма пăрахма пулать. Чăн пурнăçра урăхларах. Ăнсăртран тухса кайсан тус-юлташ, çывăх çын çилленме те пултарать. Çапах та чăн пурнăçри хутшăнăва нимĕн те çитмĕ. Çывăх çынсене курни, вĕсен ăшă сăмахĕ чуна сиплет, кăмăла çĕклентерет.

Дневник Çырса пыни. Палăртмалла, дневника алпа çырса пыма е Интернетри страницăсенче блог йĕркелеме пулать. Хăвăра мĕн пăшăрхантарнине-савăнтарнине пĕтĕмпех кăтартăр. Темиçе уйăхран дневнике тишкерĕр. Çапла майпа мĕншĕн тарăхнине, вĕчĕрхеннине яр уççăн курма пулать. Сăлтавĕсене сирсен сирĕн пурнăçăр лайăх енне улшăнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕ тăрăх, депрессипе 300 миллиона яхăн çын аптăрать. Хĕрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан тунсăха ытларах путаççĕ. Медицина ĕçченĕсем депресси чир мар тесе çирĕплетеççĕ. Тăрăшсан пусăрăнчăк кăмăл-туйăмран хăтăлма пулать. Енчен те депресси нумай вăхăта пырсан вара тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Кун пек чухне чир-чĕртен эмелпе сипленме тивет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика