Чи кăткăс преступленисене тишкереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.10.2019, 09:20 Просмотров: 261

Паян Раççейри следователькриминалистсен службине йĕркеленĕренпе 65 çул çитрĕ. Ку подразделенисем йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тăвакансене палăртса явап тыттарас ĕçре уйрăм вырăн йышăнаççĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăхра киревсĕр ĕçсене уçса парасси çÿллĕ шайра пулнипе пĕрлех чи хăрушă преступленисен шучĕ те чакрĕ. Çын сывлăхне юриех йывăр сиенленипе вилĕм кÿнĕ тĕслĕхсене пĕлтĕрхи январь–сентябрь уйăхĕсенче 34 шута илнĕ-тĕк, кăçал – 20. Вĕсене 100 проценчĕпех уçса пама май килнĕ. Çынсене сĕмсĕррĕн вĕлернине пĕлтĕрхи шайрах регистрациленĕ – 39 тĕслĕх. Унчченхи çулсенчен «тĕттĕм» юлнă преступленисене вăхăт иртсен те уçса парасси, пурпĕрех явап тыттарасси – уйрăм тимлĕхре. Кăçалхи çак тапхăрта кăна кунашкал 30 преступлени тĕлĕшпе айăплисене палăртма пултарнă, вĕсенчен 20-шĕ – çынна вĕлерме хăтланнипе, сывлăхне сиенлесе вилĕм кÿнипе, арлăх тĕлĕшĕнчен пусахланипе çыхăннисем.

Хальхи вăхăтра кăткăс преступленисене уçса пама криминалистикăн çĕнĕ йышши майсем пур. Паянхи ăслă технологисем ахаль куçпа курăнман йĕрсене те асăрхаса паллама пулăшаççĕ. Ăслăлăхăн юлашки çитĕнĕвĕсем тата суд экспертизисен чăнлăхĕ следовательсене преступниксен айăпне шанчăклăн çирĕплетме май параççĕ. Вĕсемпе усă курса, сăмахран, Шупашкарта пĕчĕк хĕрачана лифтра ар тĕлĕшĕнчен пусахланă арçынна çулса илме май килнĕ. Тепĕр тĕслĕх те интереслĕ – паянхи техника хатĕрĕсем пулăшнипе 20 çул каялла 28-ти çамрăка пистолетран персе вĕлерме хăтланнă арçынна та тытса чарнă.

Республикăри следстви управленийĕн криминалисчĕсем ăнăçлă усă куракан оборудовани шутĕнче – кĕсье телефонĕнчи информацие копилекен тата хуратнă пулсан та çĕнетекен хатĕр те. Çавăн пекех цианакрилатлă камера, GPS-навигаторсем, ультрафиолет çутисем, лазер хатĕрĕсем, ыттисем пулăшнипе пухнă материалсене пула следствин айăплав бази туллин те çирĕп йĕркеленет, тискер ĕç тунă ирсĕрсем явапран хăтăлса юлаймаççĕ.

Следователь-криминалистсен тивĕçĕсем, паллах, яваплăхпа, оперативлăхпа çыхăннă. Ку службăн çитĕнĕвĕсем республикăри следстви органĕсенче чăннипех те çÿллĕ шайри профессионалсем тăрăшнине яр уççăн çирĕплетеççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: кăткăс преступленисене уçса пама пĕлÿ кăна çителĕксĕр, хăйнеевĕрлĕ шухăшлав, тĕллевлĕх, сăнама юратни, вăр-варлăх тата тавçăрулăх кирлĕ. Çак пахалăхсем пуррипе республикăри следователь-криминалистсем уйрăммăн палăраççĕ.

Республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика